Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тăвайра – пуканесен куравĕ

Раççейри халăхсен наци тумĕллĕ пуканесен куравĕ уçăлчĕ Тăвайри краеведени музейĕнче. Пурĕ 26 пукане унта. “Туслăх вăййи” ят панă курава. Ырă ĕçсен çулталăкне халалланă ăна, Шупашкарти наци музейĕнче хатĕрленĕ. Республикăри музейрен-музее куçать халь асăннă курав.
Вăрнарти краеведени музейĕнчен кайса илтĕмĕр пуканесене. Вĕсем питĕ интереслĕ, илемлĕ тумтирлĕ. Чикансен мăшăрĕ, купцасен çемйи пур, етĕрнесен, хĕрлĕчутайсен костюмĕсене, пушкăртсен, эрменсен, марисен наци тумĕсене тăхăннă пуканесене те курма пулать. Хурăн хуппинчен тунисем вырăссемпе чăвашсен кĕпи-шăлаварĕсене сăнлаççĕ. Пуканесене ăстасем тĕрлĕ япаласенчен хатĕрленĕ. ”Поречанка” ятлă фольклор ансамблĕнчи пуканесем те питĕ ĕлкен.
Çак илеме курма васкăр, унпа киленме тăрăшăр. Тен хăвăрăн та çавнашкал пуканесем хатĕрлес шухăш çуралчĕ. “Туслăх вăййи” ятлă пуканесен куравне, Тăвайри музея пырса курма чĕнетпĕр. Ача сачĕсене, шкулсене çÿрекенсене, ал ĕç кружокĕсемпе уроксене ертсе пыракансене асăннă выставка уйрăмах кăсăклантарасса шанатпăр. Канмалли кунсемсĕр пуçне Тăвайри краеведени музейĕ ирхине саккăртан пуçласа 17 сехетчен ĕçлет. Тĕплĕнрех 2-14-38 номерпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.


"Ял ĕçченĕ"
16 апреля 2009
00:00
Поделиться