Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Харсăррисенчен пĕри

Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта вĕрентекен Владимир Васильевич Петрова çитмĕлмĕш çулсенченпех аван пĕлетĕп темелле. 1971 çулта вăл, Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн, Тĕмерти вăтам шкулта ачасене физкультура вĕрентме тытăнчĕ. Çирĕп вăй-халлă, çар службинче пулнă каччă вĕренекенсемпе хăвăрт пĕр чĕлхе тупрĕ. Тĕмерсем Владимир Васильевич хатĕрленипе 1972–1973 çулсенче спорт ориентирĕ тупассипе ирттернĕ республикăри ăмăртусенче умлă-хыçлă малти вырăнсем йышăнчĕç.
1973–1974 вĕренÿ çулĕнче В.Петров тăван ялти шкула пуçламăш çар хăнăхăвĕ паракан ертÿçĕне куçрĕ. Физкультурăпа спорт уншăн чăн-чăн хобби пулса тăчĕç. Вăл ялта физкультура юхăмне тепĕр хут чĕртсе ярассипе вăй-хала шеллемерĕ. 1972–1974 çулсенче “Красная Чувашия” колхоз футболисчĕсем виçĕ çул умлă-хыçлă район чемпионĕсем пулчĕç. Капитан хăйăвĕ вара çав çулсенче Владимир Васильевич хулĕ çинчеччĕ. Хĕл кунĕсенче нăрвашсем йĕлтĕр спортĕнче лидерсемччĕ. Вĕсем йĕлтĕрпе чупса “Ял ĕçченĕ” хаçат парнишĕн пулакан ăмăртусенче, биатлонра, ГТОн нумай енлĕ кĕрешĕвĕнче, пĕчĕк калибрлă винтовкăран перессипе лидерсемччĕ. Нăрвашран тухнă спортсменсем хушшинчи кашни çĕнĕ ятра В.Петров вĕрентекенĕн тÿпи пурччĕ. Вăл ыттисене хăй хыççăн хавхалантарса пыма пĕлетчĕ.
Ĕçленĕ хушăрах Чăваш патшалăх университетĕнчен историке вĕренсе тухрĕ вăл. Тепĕр çултанах (1984 ç.) ăна шкул директорне уйăрса лартрĕç. Вăл ертсе пынă çулсенче шкул вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче аван çитĕнÿсемпе палăрса тăчĕ. Енĕш Нăрвашра шкул уçăлнăранпа 125 çул çитнĕ май (1996) ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров хăйĕн Указĕпе ялти шкула Чăваш Республикин чи пысăк наградипе – Хисеп грамотипе наградăларĕ. Кунта Владимир Васильевичăн та тÿпи пурах ĕнтĕ. Вĕт Енĕш Нăрваш республикăри паллă ялсенчен пĕри. Кунтан сахал мар мухтава тивĕçлĕ чăваш историне кĕрсе юлнă çынсем тухнă: Моисей Спиридоновпа Никита Сверчков, Павел Меркурьев художниксем, Димитрий Даниловпа Хумма Çеменĕ çыравçăсем, Степан Максимов композитор, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, Г.Спиридоновпа А.Майраслов скульпторсем, çар офицерĕсемпе врачсем, учительсемпе ăсчахсем, спортсменсем, хăйсен кулленхи ĕçĕпе халăх тавне тивĕçнĕ ял ĕçченĕсем т.ыт.те. Иван Яковлевич Яковлев уçнă пуян традициллĕ шкула тивĕçлĕ шайра тытса пыма çăмăлах та мар. Çавах та Владимир Васильевич кал-кал, тăвалла утассинчен шикленмен çын. Вăл художество пултарулăх, сценăпа фольклор пултарулăх ĕçĕсен хастарĕсенчен пĕриччĕ. Педагог чунĕ, хавхаланчăк кăмăл, ăна яланах çамрăксем, халăх хушшинче пулма хистенĕ-тĕр.
Ялти историпе астăвăм музейне йĕркелес ĕçе пысăк тÿпем хыврĕ Владимир Васильевич. Малтанхи вăхăтра музейĕн 1-мĕш директорне О.Меркурьевана экспонатсем, истори пĕлтерĕшлĕ документсем, ÿкерчĕксем тупма нумай пулăшрĕ. Халĕ ĕнтĕ хăй çиччĕмĕш çул музей директорĕнче тăрăшать. Ялти музей пуянлансах пырать, вăл таврари чи чаплă музейсенчен пĕри пулса тăчĕ. Кунта тĕрлĕ куравсем иртеççĕ, района килекен паллă хăнасене унта илсе кайса кăтартаççĕ, инçетри районсенчен ятарласа экскурсисене курма пыраççĕ çынсем. Курмалли, паллашмалли унта, чăннипех, нумай. Хальхи вăхăтра директор Çар мухтавĕн иккĕмĕш пÿлĕмне хатĕрлет.
Халăх музейĕ 2004 çулта “Илеме хамăр алăсемпе тăватпăр” республикăри смотр-конкурса хутшăнчĕ, “Чи хăтлă музей” номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Тепĕр çулхи конкурсра “Палăксем, реликвисем, шедеврсем” номинацире 2-мĕш вырăн йышăнчĕ.
В.Петров ялан шыравра. Вăл ял, шкул историне, кунтан вĕренсе тухнă паллă çынсен кун-çулне тĕпчет, çырусем çÿретет. Вăл çырнă ĕçсем ачасене тăван тăрăхсен культурине вĕрентес ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ориентир тупассипе ирттерекен спорт ăмăртăвĕсенче вăл опытлă специалист шутланать. Ăна çуллен вĕрентекенсен районти туризм слетне йĕркелесе ирттерме чĕнеççĕ. Вăл маршрут хатĕрлеме хутшăнать, судьясен ушкăнне ертсе пырать.
Район хаçачĕпе те тачă çыхăну тытма вăхăт тупать Владимир Васильевич. Хаçата спорт ăмăртăвĕсем, музейри ĕçсем çинчен хыпарсем пĕлтерет, паллă çынсен кун-çулĕпе паллаштарать. Вăл районти Депутатсен Пухăвĕн депутачĕ.
Мăшăрĕпе, Таисия Ивановнапа, 4 ывăл пăхса çитĕнтерчĕç Петровсем, виççĕшĕ аслă пĕлÿ илчĕ. Таисия Ивановна шкулта лаборанткăра тăрăшать. Пĕр вăхăтрах страховани агентĕнче те ĕçлерĕ. Ĕçри пысăк кăтартусемшĕн ăна Росгосстрахăн Хисеп грамотипе наградăларĕç. Наградăсем Владимир Васильевичăн та сахал мар. Çар службинче тăнă вăхăтра ăна В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул тултарнă ятпа “Çарти паттăрлăхшăн”, нумаях пулмасть “Раççей профсоюзĕсене – 100 çул” медальсемпе, ЧР Вĕрентÿ министерствин, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Вăл “Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ” паллăна тивĕçнĕ. Кирек мĕнле ĕçре те Владимир Васильевич лава талпăнса туртма хăнăхнă.
Çак кунсенче вăл 60 çул тултарать. Эпир район хаçачĕн харсăр пулăшаканне юбилейпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей, ăнăçу сунатпăр.


"Ял ĕçченĕ"
05 июня 2009
00:00
Поделиться