Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Чĕлхене мĕншĕн пăсаççĕ-ши?

Хула урамĕсемпе çÿренĕ чухне чĕлхене пăснине час-часах куратăп. Акă Шупашкарти Павлов мичман урамнех илер. Чăваш каччи С.Павлов, мичман анчах пулсан та, пысăк çара ертсе пыма пултарнă, çĕршывĕпех палăрнă. Анчах çак урамри çуртсем çине “улица М.Павлова”, чăвашла “Павлов М. урамĕ” тесе çырнă. Те Михаил, те Мирун вăл М. тени? Мĕншĕн-ха вырăсла “ул. мичмана Павлова”, чăвашла “Павлов мичман урамĕ” тесе çырас мар? Университет урамĕнче “Лебедев урамĕ” чарăну пур. Анчах кам-ха вăл Лебедев? Урама паллă çар пуçне Лебедев генерала хисеплесе ят панă. Мĕншĕн-ха троллейбуссемпе автобуссем чарăнас умĕн “Çитес чарăну Лебедев генерал урамĕ” тесе пĕлтерес мар? Хулара Ермолаев, Игнатьев, Осипов урамĕсем пурри çинчен пĕлме пуçларăмăр, анчах вĕсем камсем-ши? Мĕншĕн-ха урамсене Ермолаев тухтăр, Осипов тухтăр-çыравçă, Игнатьев олимпиец тесе пĕлтерес мар?

Гузовскипе Павлов мичман урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта, парк кĕтессинче, питĕ капăр чиркÿ ÿссе ларчĕ. Унта халăх йышлă çÿрет. Транспорт чарăнăвне вырăсла “Церковь святой Татианы” тенĕ. Пĕр ятах вырăсла - пĕр тĕрлĕ, чăвашла - тепĕр тĕрлĕ. Анчах чăвашла вара Татиана Татина пулса тăнă: павильон çинче “Çветтуй Татина” тени чиркĕве çÿрекенсене çулталăк ытла тĕлĕнтерет. Павильонне сăрлаççĕ, çĕнетеççĕ, анчах ятне никам та тĕрĕс тÿрлетмест. Шупашкарти пир-авăр комбиначĕн администраци çурчĕ çинче пы-ы-ысăк сас паллисемпе “Хлопчатобумажный комбинат” тесе çырни катаранах курăнать. Анчах ун умĕнчи автобус чарăнăвĕн павильонĕ çинче “Текстильный комбинат” тенине куратпăр. Хăшĕ тĕрĕсрех-ши? Чăвашла вара çырман та /чылай чарăнăва чăвашла палăртма манаççĕ/.

Президент бульварĕнче троллейбус кĕтсе тăратăп. Юнашарах - Правительство çурчĕ, 5-мĕш гимнази, педуниверситет корпусĕсем. Чарăну павильонĕ çине вырăсла тĕрĕс çырнă, чăвашла вара “Ача-пăчасен пултарулăх керменĕ” тенĕ. Ку таврара мĕн чухлĕ çын иртсе çÿрет, анчах чĕлхене пăсни никама та пăшăрхантармасть: чăвашла ача-пăчасем мар, ача-пăча теççĕ.

Шупашкарта пĕр пĕлтерÿ хăми çинче Пирогов урамĕнчи медицина колледжĕ çамрăксене хăйсен патне вĕренме кĕме чĕнекен пĕлтерĕве вуларăм. Общество транспорчĕн чарăнăвне “Остановка ул. Кривого” тесе кăтартнă. Çапла вара колледжра ĕçлекенсем Тимофей Кривов революционера Кривой хушамат пама вăтанман. Çак пĕлтерĕве автобус салонĕсенче те пĕрре мар курма тÿр килчĕ.

Ялсем пирки уйрăмах палăртса хăвармалла. Хăш ял патне çитместĕн, пурин ятне те вырăсла çырнă. Ялĕ пĕрре анчах-ха, анчах нумайлă хисепре çырса хунă: Кукшумы, Тугасы, Тарханы, Чурачики, Шихазаны, Асламасы, Атмени, Сирмапоси тата ыт.те. Юрĕ ĕнтĕ, вăл ятсене пурне те улăштарса пĕтереес çук, ăна тума тăкакĕ те нумай кайĕ. Ман шухăшпа, Чăваш Республикинчи кашни ял çывăхĕнче унăн чăвашла тата вырăсла ячĕсене çырмалла. Чăваш пĕтет тесе кулянатпăр хамăр, ял ячĕсене чăвашла çырма та вăтанатпăр. Иртен-çÿрен кашни ялăн чăвашла-вырăсла ятне пĕлсе тăтăр!

Чăваш Енре вырăсла тухса тăракан хаçатсенче чăвашла сăмахсенче ă, ĕ, ÿ, ç сас паллисене пăсса çыраççĕ /караш - карăш вырăнне/, чентер - чĕнтĕр вырăнне/, /кемел - кĕмĕл вырăнне/ т.ыт.те. Хамăр республикăра чăваш сăмахĕсене пăсса çырма памалла мар, çав редакцисенче чăвашсемех ĕçлеççĕ, мĕншĕн вĕсен чăваш чĕлхине пăсмалла?!

Телекуравпа радиора реклама роликĕсенче Шупашкар /янравлă сасăсен хушшинче “б” тесе хыттăн калас вырăнне/, раштаф тата тем те пĕр çавăн пекки хăлхана йăлăхтарса çитерчĕ. Шупашкарти авалхи чăваш паттăрне Пайтула хисеплесе панă урам ятне те пăсса Байдулла тесе çавăрттарса хума тытăнчĕç.

Тĕрĕс çырма, калаçма хăçан вĕренсе çитĕпĕр-ши? Пирĕн наци конгресĕ те пур, тĕрлĕ министерствăра та специалист сахал мар. Чĕлхери йĕркесĕрлĕхсемпе камăн кĕрешмелле? Хамăрăн сĕм авалтан сыхланса юлнă, ытти чĕлхери сăмахсемпе пуянланнă, мăйăр пек тутлă, чечек пек илемлĕ, сĕткен чĕлхемĕре таса сыхласа хăварасчĕ.



"Хыпар"
17 июня 2009
00:00
Поделиться