Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Паян-ыранах хатĕр пулĕ

Хальхи вăхăтра шкула çĕнĕ, 2009–2010 вĕренÿ çулне тивĕçлипе тата вăхăтра хатĕрлесе çитерес ĕç пырать. Вĕренекенсем класс ертÿçисемпе пĕрле хăйсен “иккĕмĕш килне” çĕнетсе тата хăтлăрах тăвас, пĕлÿ илме кăмăллăрах пултăр тесе тимлеççĕ.
Пур класра та стенасене, партăсене, урайне сăрласа тухнă. Вĕсем ачасене йышăнма хатĕр те ĕнтĕ – çутă, илемлĕ тĕссемпе йăлтăртатса куçа илĕртеççĕ. Çывăх вăхăтра коридорсене те йĕркене кĕртсе çитерĕç. Халĕ тăрăшсах стенасене, урайне сăрлаççĕ. Сăмах май, унти стендсем çĕнелнĕ, хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен шайра – тулли содержаниллĕ, пăхма та кăмăллă. Вĕсене Канашра ятарласа заказ парсах тутарнă шкул администрацийĕ. Пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çĕнĕ сигнализаци те тунă шкулта. Çак ĕçе йĕркелесе пыраканĕ Сергей Майраслов. Вăл тăрăшнипе столовăйра, мастерскойра, библиотекăра, музей кабинетĕнче сигнализаци системине вырнаçтарнă.
Çакна каласа хăварни те вырăнлă пулĕ. Нумаях пулмасть 1-мĕш класра вĕренекенсем валли çĕнĕ сĕтел-пукан кÿрсе килнĕ. Эппин, пĕлÿ тĕнчине килсе кĕме хăтлăрах пулĕ пĕчĕкскерсене.
Шкула вĕренÿ çулне хатĕрлеме пулăшса хамăр ентеш, Нÿшкассинче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарти “Старко” ООО ертÿçи А.С. Александров 10 пин, Эльпуç ял поселенийĕ 2 пин тенкĕ пачĕç. Тавтапуçах вĕсене.
Çапла вара Эльпуçĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул çурчĕ паян-ыранах хатĕр пулĕ ачасене кĕтсе илме.


"Ял ĕçченĕ"
14 июля 2009
00:00
Поделиться