Наци радиовĕ – чăвашлăх малашлăхĕ
Чăваш Енĕн культура пурнăçĕнчи кăçалхи чи паллă пулăмсенчен пĕри, паллах, Чăваш наци радиовĕ ĕçлеме пуçлани. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕ эфира тухрĕ. Малтанхи кунсенчен пуçласах итлетĕп ăна. Кунĕпех, тĕрĕсрех каласан, ирхине 6 сехетрен пуçласа каçхине 10 сехетченех пÿлĕмре чăваш сасси уççăн янăрать. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, юлашки вăхăтра чăваш радиопа телевиденийĕ (Раççей каналĕсем çинче ĕçлекеннисем) питех те вăйсăрланса кайрĕç. Итлемелли те, курмалли те нимех те çук вĕсен программисенче. 10-15 минутлăх кĕске хыпарсемпе пуянах мар содержаниллĕ ик-виçĕ кăларăм итлеме-курма пулатчĕ пĕтĕмпе те. Чăвашлăха аталантарасси, тăван чĕлхе пĕлтерĕшне, сумне ÿстересси çинчен хĕрсех калаçнă чух, çакă ниепле те пуçа вырнаçмастчĕ. Çавăнпа та наци радиовĕ ĕçлесе кайни паянхи куншăн питĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăван чĕлхе илемне туйма пулăшакан, халăх культурипе туллин паллаштаракан, Чăваш Енĕн паллă çыннисем çинчен каласа, чăвашсен илемлĕ юрри-кĕввине итлеме май паракан, республика хыпарĕсемпе тĕплĕн паллаштаракан передачăсем, ман шутпа, пурин кăмăлне те тивĕçтереççĕ. Культура ĕçченĕ пулнă май, уйрăмах Ольга Баринова, Олег Прокопьев, Арсений Тарасов, Виталий Сергеев, Владимир Егоров хатĕрлекен кăларăмсем кăмăла каяççĕ. “Асамлăх çĕршывĕ”, “Мĕнле пурăнатăн, театр;“, “Çĕр сум”, “Ялтан яла”, «Ирхи кăмăл», “Каçхи микс”, “Кулăш лаççи” тата ытти передачăсене киленсех итлетĕп. Ачасем валли ятарлă кăларăмсем пурри те паха. Малашлăхра радиопа вĕрентÿ, сывлăх, кил-çуртпа хушма хуçалăх ыйтăвĕсене çутатсан аван пулмалла. Ял çыннисем пушă вăхăтра чăвашла спектакльсем те итлесшĕн. Çакна та шута илме сĕнетĕп радиора ĕçлекенсене. Ĕмĕрĕ вăрăм пултăрччĕ наци радиовĕн. Ăнăçу ăна. Чăваш наци радио сассине эпĕ хам тăван ялăмра, Ураскассинче, FM 105, 0, МГц частотапа аванах итлетĕп.
"Ял ĕçченĕ"