Уя тухрăм - уй куртăм, Чун-чĕререн хурлантăм...
Тăван çĕрĕмĕрĕн пĕлтерĕшĕ-хисепĕ мĕншĕн çав териех чакрĕ-ши? Уншăн иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче мăн асаттесем вăрçăра юн юхтарнă. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркелениччен çемьесен аллинче пулнă вăл. Кашниех пай ытларах илме тăрăшнă. Ара, ял çыннин тĕп пуянлăхĕ шутланнă та-ха - тăрантарнă вăл, тумлантарнă, суту-илÿ туса укçаллă пулма та май панă. Пур ĕçе те вăхăтра ĕлкĕресчĕ тесе ÿркенмен хресчен - хĕвелпе ура сырса ăна уйăх çутипе тин салтнă. Институт-академие 5 çул çÿремесĕрех çĕр ĕçне хăй тĕллĕн вĕренсе пынă, çитĕннисен ăсталăхне ăша хывнă. Çуркунне анана шуратса хăварса тыр-пула пухса илсе кĕлете хывичченех лăпланман: çил-тăвăл ан лăскатăр, пăр ан çаптăр, мурсем тапăнса хур ан кăтартчăр... Хире туха-туха пăхнă: йĕркеллех çитĕнет-ши? Ăрша кăтраланса хăпарни, тинĕсри евĕр “хумсем” ăмăртмалла чупни, тулли пучахсем йывăрăша чăтаймасăр пуçĕсене тайни савăнтарнă, хавхалантарнă. Вырмана тухас куна кĕтме тытăннă. Пĕрремĕш кĕлте уявне ирттернĕ. Пилĕк ыратичченех ывăннă пулин те тырă вырасси уншăн - уяв пулнă. Ара, тинех кĕтнĕ ĕмĕт тулать хресченĕн - çăкăрлă пулать вăл! Тирпейлĕ каснă чĕлĕ çине чĕптĕм тăвар сапсан унран тутлă апат пулман та.
Мĕншĕн аса илтĕм-ха çакна? Ырă туйăмсем манра та йĕр хăварнă, çурла тытса каçалăк сахал мар пуçланă, çĕр-аннемĕр умĕнче хальхи çамрăксен те пуçа тайма вĕренмеллех пулĕ тетĕп.
Тăвай районĕнчи Ураскасси ялĕнче те вун-вун çул каялла çĕр туртăмĕ пысăкчĕ, ăна чысласси-хисеплесси çирĕп йăлараччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕршыва аркатнă “çил-тăвăл” кунта та килсе “тустарнă”. Нÿшкасси, Çĕнçырма, Элпуç тата Ураскасси ялĕсене пĕрлештернĕ “Алдиаровский” совхоз йĕркеллех аталаннă. 1991 çулта Ураскассисем те республикăри нумай хуçалăх çулĕпе кайнă - уйрăлса тухса хăйсем тĕллĕн ĕçлесе пăхас тенĕ /çакăнтан пуçланнă та хăйсен аталанăвне тÿрре кăларайман колхозсем арканасси/. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе тĕрĕс çул-йĕрпе пырас тесе-ши çĕнĕрен чăмăртаннă пĕрлешĕве ял халăхĕ “Трудовой путь” ят панă. /Мана, “трудовой” сăмах, темшĕн, “трудный” тенĕн туйăнчĕ. Чăнласах йывăр пулнă унăн кун-çулĕ/. Анчах кам ертсе пырĕ-ха ăна?
Çак ялтах çитĕннĕ Анатолий Григорьев вăтам шкул хыççăн Ижевскра ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ, инженер-электрик специальноçне алла илнĕ. 1986 çулта направленипе тăван яла таврăннă. Тĕпкĕч мар та уйрăлса тухса хăтлă çурт лартма шутланă. Пур ĕçе те юратса тĕплĕ пурнăçланăран халăх шанăçне кĕнĕ. Вĕсем Анатолий Ильича хăйсен пĕрлешĕвне ертсе пыма суйланă. Суйланă та хурт евĕр пĕчĕккĕн “кăшлама” тытăннă.
- Ним çукран пуçларăм, сакăр çул тăрăшрăм. Çитĕнÿсем те пулчĕç. Тырă тухăçĕ 25-30 центнера çитрĕ. Республика ертÿçи те асăрхарĕ пире, икĕ “Беларуç” парнелерĕ. Ялĕ пысăках мар, 147 кил çеç. Апла пулин те хуçалăх ĕçне çĕр çынран кая мар хутшăнатчĕ. Выльăх-чĕрлĕх те усранă. Сахăр кăшманĕ çитĕнтернĕ. Килĕшÿ туса тымар çимĕçе Ульяновск облаçне турттарнă, - тет Анатолий Григорьев. - Анчах халăха юрама çав тери йывăрччĕ. Çĕр çыннăн çĕр тĕрлĕ шухăш, характер. Кашнинпе уйрăммăн, урăхла каласан - çĕр тĕрлĕ калаçмалла. Анчах пурин кăмăлне те юраймăн. Чăвашăн чуна шĕкĕ пек çиекен çитменлĕх пур - кĕвĕçÿ. Çавă пĕтерет те пире чылай чухне. Çурт тума-и, килте ĕçлеме-и? Тÿрех: “Колхоз вăйĕпе усă куратăн”, - теççĕ. 1999 çул вĕçĕнче пĕрлешÿллĕ хуçалăхран кайрăм, коммерцие куçрăм. Çавăн хыççăн тин килти хуçалăха аталантарма, ачасене ура çине тăратма тытăнтăм. Паян та ертÿçĕре пулсан кил-çурт сăмаха кĕретчĕ.
Ман хыççăн пиллĕкĕн ĕçлесе пăхрĕç. Пĕри те ăнтараймарĕ, çĕнĕ техника туянаймарĕ. Пĕрлешĕве çĕклес-çирĕплетес вырăнне салатма тытăнчĕç. Пĕлтĕр ака уйăхĕнче каялла таврăнтăм, кăçалхи пуш уйăхĕччен тытăнса тăтăм. Мĕн тетĕр? Колхоз тени никама та кирлĕ мар иккен. Хамăрăн мар вĕт, мĕншĕн кăштах та пулин йăкăртас мар? Çак принциппа халăх вăрлас енне куçрĕ. Куракансем пур - куçран калама хăраççĕ. Вăрттăн систереççĕ. Манăнах ятлаçмалла, çынсене хамран сивĕтмелле.
Ураскассинче çеç мар, колхоз колхоз пулма пăрахни, хисепĕ, ячĕ-сумĕ чакса-çухалса пыни ытти çĕрте те сисĕнет. Хамăрăн мар та, темĕн те тума юрать тенĕрен, тракторсене ÿсĕрпе çырмана йăвантарнă е пĕвене чăмтарнă тĕслĕх сахал-и? Çур аки ирттерме вăрлăх çителĕклĕ-и, техника юсавлă-и? Ертÿçĕсĕр пуçне çаксем пирки кам шухăшлать, пуçа çĕмĕрет? Паллах, никамах та!
- Хуçалăхăн малашлăхĕ çуккине туйса илтĕм. Пуш уйăхĕнче халăха пуçтарса пуху ирттертĕмĕр. Ĕç кĕнекисене пăхса производствăна кам мĕн чухлĕ хутшăннине шута илтĕмĕр. “Трудовой путь” пурлăхне çынсене пăта таранах валеçсе патăмăр. Ара, ăна эпир пĕрле тунă-пухнă-çке. Çакăн хыççăн çынсем шухăша тÿрех улăштарчĕç. Техника хăйсен пулнине пĕлсе юсама тытăнчĕç.
“Хыпар” тусĕ материала вуличченех сăн ÿкерчĕксемпе паллашрĕ пулĕ-ха. Техникăна ял урамĕсем тăрăх курава кăларса лартман. Ураскассисен уяв шухăшĕ мар. Ял çине йăтăнса аннă пысăк инкек техники вăл. Уншăн те савăнмалла, те кулянмалла? “Пĕр шутласан, - теççĕ çынсем - Анатолий Ильич тĕрĕсех турĕ пулĕ. Пурлăх айккинелле çухалса пĕтмерĕ, хамăртах юлчĕ. Халĕ пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Хăшне сухаласа, теприне тыррине çапса памалла - пăрахмастпăр”.
Çĕрĕ нумаях мар ку ялăн - 470 гектар. Апла пулин те ăна çулленех пăхмалла. Çук çав унăн хуçи. Нимĕн тума аптранипе Анатолий Григорьев кăçал 40 гектар çине çуртри акса хăварнă. Хитре шăтса тухнă вăл, куçа илĕртет. Ыттине куршанак, хыт-хура пусса илнĕ. Хăйне тăлăха хăварнăшăн, усă курманшăн “йĕрет” вăл. Ăна эпир курмастпăр-туймастпăр çеç. Анатолий Ильичăн та чунĕ ыратать. /Ăна эсир тепĕр сăн ÿкерчĕкре куратăр/. Унăн çеç-и? “Уя тухрăм - уй куртăм, чун-чĕререн хурлантăм”, - теес килчĕ манăн та. “Ялта шанчăк паракан виçĕ çамрăк пур. Вĕсем фермер пулса çĕрпе усă курма тытăнсан тем пекехчĕ. Хам 200 гектарне пăхса тăма килĕшетĕп. Кăçал 100 гектар кĕрхи, ыттине нумай çул ÿсекен курăк акса хăварасшăн”, - ĕмĕтленет вăл.
Урам варринче кивĕ комбайн ларать. “Хуçи кам-ши унăн?” - кăсăклантăмăр. Юрий Никандров иккен. Çав кун вăл çурт хăпартма нимене кайнăччĕ. “Нимелле вăй хураççĕ пулсан пĕр-пĕрне пулăшас ырă йăла Ураскассинче сÿнмест-ха, ял пурăнать”, - хĕпĕртерĕмĕр эпир. “Улттăн юсатпăр, çывăх вăхăтра çÿрекен тăватпăрах, - терĕ Юрий Михайлович. - Ыйтсан пурне те пулăшатпăр. Ялта икĕ комбайн. Теприне Игорь Иванов юлташĕсемпе юсать. Çĕре ахаль вырттармастпăрах. Сухаласа усă курма тытăнатпăр”.
Çамрăксенчен çулĕпе самаях аслă, хăй вăхăтĕнче ăста комбайнер пулнă, халĕ кĕçĕн çулхисен наставникĕ шутланакан Анатолий Александрова та тĕл пултăмăр нимере. Хуçалăх шăпи çапла çаврăнса тухнăшăн вăл та хытă кулянать. Унпа пĕрле Нина Степанова кинемей те. Çав вăхăтрах çамрăксенче хĕрÿлĕх пуррине, вĕсем тăван çĕре пăрахмасса çирĕп ĕненеççĕ.
Çамрăксен урамĕнче Александр Анатольевичпа Людмила Петровна Васильевсен çурт хăпарать. Апла пулсан ял аталанать-ха, унăн малашлăхĕ пур. Анатолий Ильич Григорьев фермер пулма килĕшекен çамрăксене пулăшма пулчĕ.