Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пушарпа кĕрешесси вак-тĕвек ĕç мар

Çĕр варринчи пушар чи хăрушши. Мĕншĕн тесен çав вăхăтра çынсем тарăн ыйха путаççĕ. Инкеке вара вут-çулăм алхасса кĕрлеме тытăнсан тин асăрхаççĕ.
Акă июлĕн 28-мĕшĕнче Тăвай ялĕнчи Ленин урамĕнче Е.Шакрова кил хуçалăхĕнче çурçĕрелле пушар тухнă. 12 сехет те 46 минутра пушар чаçне Шакровасемпе кÿршĕллĕ пурăнакан Гавриловсем инкек пирки шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Тепĕр 2 минутран пушар машини вут хыпса илнĕ кил хуçалăх умне çитнĕ. Çав вăхăта çулăм чылай пысăк лаптăк çинче кĕрленĕ. Пÿрт кăна мар, ытти хуралтăсем те çуннă, çулăм юнашарти кил хуçалăха ярса илнĕ. Çавăнпа та, пушара сарăлма парас мар тесе, пушар машини юнашарти кил хуçалăх хуралчĕсем çине шыв сапма тытăннă. Çавăн пек пысăк лаптăк çинчи çулăмпа кĕрешме сахалтан та шыв парса тăракан 3 кĕпçе, 10 пушарникрен кая мар кирлĕ. Пушар чаçĕнче вара талăклăх дежурствăри хуралта мĕн пурĕ те 3 çын кăна: 2 водитель та караул начальникĕ. Хăрушлăх пысăккипе эпир пĕтĕм личнăй состава пуçтартăмăр. Вĕсем пухăнса пынă май шыв тултарнă автоцистернăсем пушарпа кĕрешме туха-туха кайрĕç: Урал–375, ЗИЛ–130, ГАЗ–66. Вĕсемсĕр пуçне Ленин ячĕллĕ хуçалăхран чĕнсе илнĕ. Машинăсем çинчи шыв темиçе минутлăх сапма кăна. Арасланса кайнă вут-çулăма вара темиçе минутра парăнтарма май çук. Çавăнпа та, хаклă вăхăта çухатмасăр, пушар машинисене çийĕнчех шывпа тивĕçтермелле. Шел, Ленин урамĕнче шыв илмелли гидрантсем те, пĕве таврашĕ те çук. Çавна май шыв кайса тултарса та хаклă вăхăт нумай çухалнă.
Çак сăмахсене тÿрре тухас тĕллевпе çырмастăп. Анчах хăш-пĕр çынсем тĕрĕс мар сас-хура сараççĕ: “Пушар сÿнтерекенсем вăхăтра çитмен”, “Машинăсем çинче шыв та çук” т.ыт.те. Эпир хамăртан мĕн килнине йăлтах турăмăр темелле. Анчах ăнăçлăх вĕт тĕрлĕ сăлтавсенчен килет. Çавăнпа та манăн вулакансене хăш-пĕр ыйтусем парас килет: Сирĕн ялта, Сирĕн урамра пушарпа кĕрешме кÿлĕ-пĕве пур-и; Вĕсем çук пулсан, ăçтан шыв илме пулать; Инкек сиксе тухас-тăк пушар хуралне епле шăнкăравласа пĕлтерме пулать; Хăвăр кил хуçалăхра шыв запасĕ тытатăр-и; Ăна хатĕрлес тесе эсир мĕн турăр; Инкек сиксе тухас пулсан, Сирĕн кил хуçалăхра ал айĕнче ăна хирĕç кĕрешмелли мĕнле хатĕрсем пур; Хăвăр килте Эсир хутмалли кăмакасене, электропроводкăсене юлашки хут хăçан тĕрĕсленĕ; Кÿршĕсен ĕç-пуç ку енĕпе мĕнлерех-ши;
Çапла ÿпкелеме кашниех пултарать, йывăрлăхсене харпăр хăйĕнчен килекен çитменлĕхсене вара никамах та пĕтересшĕн мар. Çÿлерех хускатнă ыйтусем кашни çыннах шухăшлаттарма тивĕçлĕ. Ĕлĕк кашни кил хуçалăхра тенĕ пек хапха кутне каткапа шыв лартнă, пушарпа кĕрешмелли хатĕрсем (пуртă, лум, пакур) тытма хушнă, ялта урам хуралĕ тăнă. Халĕ никамах та ун пирки шухăшласшăн мар. Пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тивĕçĕ шутланать (РФ Законĕпе килĕшÿллĕн, 1994 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнчине улшăнусемпе 2007 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче пичетленнĕ). Граждансен те тивĕçсем пур. Ку вăл: пушар хăрушсăрлăхĕ ыйтнине пурнăçласа пырасси; харпăр хăй хуçалăхĕнче вут-кăварпа кĕрешмелли алă айĕнчи хатĕрсем тытасси; инкек пуçланнине асăрхасанах ун пирки пушар хуралне шăнкăравласа пĕлтересси; сÿнтерекенсем килсе çитиччен çынсене, пурлăха çăлма, пушара сÿнтерме пулăшасси; патшалăх пушар надзорĕн должноçри çыннисем панă предписанисене, постановленисемпе требованисене пурнăçласси т.ыт.те.
Республикăра инкекрен çăлмалли пĕрлехи телефон йĕркеленĕ – “01” тата “112”. Карас телефонпа та укçасăрах çыхăнма пулать, ун çинче укçа пĕтнĕ пулсан та. “Билайн”, “МТС”, “Чувашия Мобайл” çыхăнăвĕпе “112” е “010”, “Мегафонпа” “112” е 010101, “Смартспа” “112” е “01” шăнкăравламалла.


"Ял ĕçченĕ"
06 августа 2009
00:00
Поделиться