Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Сăмахĕ ĕçпе çирĕпленет

Тăвай районĕнчи Элпуç ял тăрăхĕ Çĕнçырма, Нÿшкасси, Ураскасси, Элпуç ялĕсене пĕрлештерет. Чи хастар депутат пирки сăмах хускатсан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Н.Ефимов чи малтанах Çĕнçырмари Федор Максимова асăнчĕ. “Вăл ял пурнăçĕн аталанăвне сулмаклă тÿпе хывать тени пĕрре те ÿстерсе калани пулмĕ. Депутат тăрăшнипе ялти кулленхи ыйтусене хăвăрт татса пама май килет. Хăй те, çемйи те ырă тĕслĕхпе, пуçарулăхпа палăрса тăраççĕ”,- терĕ тулли кăмăлтан Владимир Никифорович.

1969 çулта çуралнă Федор Георгиевич. Çар хĕсмечĕ хыççăн милици шкулĕнчен вĕренсе тухнă, ун хыççăн районти шалти ĕçсен пайĕнче, Канаш хулинче ведомство тулашĕнчи хуралта çирĕм çул ĕçлесе канăва тухнă. Пултаруллă сотрудниксен ретĕнче пулнă. Ăна медальпе, Хисеп хучĕпе пĕрре кăна мар чысланă. Çынсемпе ĕçлес, ертсе пырас ăсталăхне асăрхаса ял халăхĕ ăна депутата суйланă. Ф.Максимов пысăк тивĕçе сăмахпа мар, ĕçпе çирĕплетет. Унпа калаçнăçемĕн вăл паянхи пурнăç таппипе утакан, мал ĕмĕтлĕ çын иккенне туйса илетĕн.

“Тавралăха тирпей-илем кĕртесси - çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çак ĕçе малтанхи вăхăтра хутшăнсах кайман е пĕлтерĕшлĕ темен çынсен ăнланулăхĕ ырă енне улшăнса пырать. Кăçал йывăç-тĕм лартма, Çимĕк умĕн масара типейлеме халăх йышлăн тухрĕ. Çÿп-çапа урама тухса пăрахакансемпе тепĕр чухне хытăрах та калаçма тивет”, - пĕлтерет вăл.

Халăхпа тачă çыхăнса ĕçленĕрен шанаççĕ ăна. Ун патне темле ыйтупа та пыраççĕ. Депутат суйлавçăсемпе канашламасăр, сĕнĕвĕсене шута илмесĕр ĕçе пуçăнмасть. Пĕрле кар! тăрса Пушкин урамĕнчи çăла тасатрĕç. Халĕ сиплĕ шыва ĕçсе киленеççĕ. Ытти çĕртен те ăна илме килеççĕ. Çăл куç патĕнчи валашка çĕрĕшме пуçланине хăй те асăрханăччĕ-ха, кĕпе чÿхеме çÿрекен хĕрарăмсем каласан çийĕнчех ĕçе пикенчĕ. Валашки çирĕпрех пултăр тесе тимĕртенех тума шухăшларĕ. Паркра усăсăр выртакан тимĕр таткисене пухса хăех шăратса çыпăçтарчĕ. Халĕ çынсем савăнса кĕпе-йĕм чÿхеççĕ, ял депутатне тав тăваççĕ. Çĕнçырмара икĕ уй хапхине бетон юпа лартса тимĕртен тунă. Ку та депутат пуçарăвĕпе пурнăçланнă ĕç.

Ял хастарĕн тепĕр курăмлă ĕçĕ - ниме пухса юсанă кĕпер. Халăх сурсан кÿлĕ пулать тесе ахальтен каламан. 25 арçын кунĕпе вăй хурса кĕпере юсаса пĕтернĕ. Çакăн пирки калаçнă май Федор Георгиевич шухăша путрĕ. Тата мĕн пирки пуç ватать-ши канăçсăр чун-чĕреллĕскер?

“Эл кÿлли çывăхĕнчи хăйăр карьерĕ патĕнчи ишĕлчĕк кĕпере юсасси тахçантанпах пуçра,- терĕ. - Ăна ĕçе кĕртни питĕ меллĕ, тÿрĕ çул 3 çухрăм кĕскетме май парать. Ку ыйтăва депутатсен пухăвĕнче те çĕкленĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе те калаçнă. Вырăнта укçа-тенкĕ çителĕксĕртен ытти меслет шырама тивет. Пĕрле тăрăшсан татса паратпăрах ку ыйтăва та”.

Маттур депутат ял кĕтĕвне йĕркелессине хăй çине илнĕ. Выльăх усракансемпе кĕтÿ кăлариччен пуху ирттерет. Пулас ăру малашлăхĕ те канăç памасть ăна. Ачасем сывă та тĕреклĕ, ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен пиçĕхсе, ĕçе юратса ÿсчĕр тесе чунран тăрăшать. Çуллахи каникул вăхăтĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр урлă шкул ачисенчен бригада йĕркелерĕ. Çамрăксем яла тирпей-илем кĕртессипе тăрăшаççĕ, шкул хатĕрĕсем туянмалăх укçа ĕçлесе илеççĕ.

Кăçалхи çул пуçламăшĕнче Элпуçĕнчи вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçлеме пуçланă вăл. Çавăнпа шкул пурнăçĕ пирки те калаçма интереслĕ пулчĕ унпа. “Талантлă ача сахал мар, вĕсен ăсталăхне аталантарса малашлăха çул уçса памалла. Вара пысăк ÿсĕм пулатех”, - тет хавхалануллăн Ф.Максимов. Çакна хăйсен çемйин тĕслĕхĕпе те çирĕплетме пултарать. Мăшăр спортпа туслă. Ашшĕпе амăшĕн ырă тĕслĕхĕпе ачисем те физкультурăпа, спортпа туслă пулса çирĕп вăй-халлă, пиçĕхсе ÿсеççĕ. Çакă хĕрне Ольăна пысăк çитĕнÿ патне малтанхи утăмсем тума май панă. Вăл - районти чи вăйлă йĕлтĕрçĕ. Кăçал зонăри, республикăри ăмăртусенче пĕрремĕш-иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Маттур хĕре Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме илнĕ. Тăххăрмĕш класри Алеша та аппăшĕнчен юлмасть, районта шкул чысне хÿтĕлет.

Федор хăй те шкул вĕреннĕ чухне чи лайăх спортсменсенчен пĕри пулнă. Йĕлтĕр спортне уйрăмах кăмăлланă. Нумай грамота-диплом илме тивĕçнĕ. Турă çырнипе кÿршĕ ял хĕрĕпе районти йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче паллашнă. Мăшăрĕ Нина Александровна пуçламăш классен учителĕ, куллен 17 çухрăмри Тăрмăшри вăтам шкула ĕçе çÿрет. Тем пек ерçеймесен те йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма вăхăт тупатех. Хĕл кунĕсенче Ф.Максимов ял çывăхĕнчи вăрман уçланкинче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту йĕркелет. Кăçалхи спартакиадăна чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă Владимир Максимов депутата халалланă. Çак мероприятие кашни çулах ирттерме йышăннă. Çамрăккисем те, аслăрах çултисем те хутшăнаççĕ. Максимовсем ăмăртăва хутшăнакансене вĕри чейпе сăйлассине йĕркеленĕ. Хăйĕн “Буранĕпе” ялти тата районти йĕлтĕрçĕсен чупăвĕ валли трасса хатĕрлесе пама хутшăннă.

“Çакăн пек ăмăртусене халăха массăллăн явăçтарни вĕсен хастарлăхне ÿстерме, сывă пурнăç йĕркине анлăрах сарма, çынсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме, вăй-халне çирĕплетме пулăшать”, - палăртать Ф.Максимов. Ырă ĕçĕн çимĕçĕ те ырă. Ахальтен-и Элпуç ял тăрăхĕн спортсменĕсене районти тупăшусенче çĕнтерÿçĕсен хушшинче курма пулать.

“Ылтăн алăсем”, - теççĕ кăтартуллă çемье пуçĕ пирки ялта. Пур ĕçе те пултарнăран кил хуçалăхĕнче çĕр ĕçĕнче кирлĕ пĕтĕм техника пур. Хальтерех кивĕ “Нива” комбайн туяннине каларĕ. Малтанлăха пысăках мар лаптăкра тĕш тырă çитĕнтерме шухăшлать. Ял çыннисене çĕр сухаласа, курăк çулса, тĕрлĕ тиев турттарса парать вăл. Шкула чылай пулăшать. Ытларахчĕ çакăн пек хастарсем.



"Хыпар"
12 августа 2009
00:00
Поделиться