Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Терроризма хирĕçлесе

Терроризм – цивилизациллĕ халăха хăратакан хăватлă вăй. Юлашки çулсенче хăйĕн хаярлăхĕпе палăрса тăрать вăл. Ингуш Республикин Президентне, автомашинине сирпĕтсе, йывăр амантрĕç нумаях пулмасть. Иртнĕ кунсенче тата Назрань хулин шалти ĕçсен пайĕн çуртне террорист автомашинăпа пырса çапнă. Взрыв пулнипе 20 милици ĕçченĕ вилнĕ, нумай çын аманнă.
Террор актне пула пĕр айăпсăр ачасем, стариксем, хĕрарăмсем вилеççĕ.
Террористсене хирĕç патшалăхăн, шалти ĕçсен пайĕн работникĕсен, ятарлă службăсен кĕрешмелле. Раççейре ку енĕпе чылай ĕç тăваççĕ.
Обществăлла транспортсенче уйрăмах тимлĕ пулмалла. Хуçасăр сумкăсене, телефон-мобильниксене, укçа енчĕкĕсене ан тĕкĕнĕр. Вĕсем пирки тивĕçлĕ çынсене пĕлтерĕр. Хăвăр хушăра хăйне урăхла тыткалакан çынна асăрхасан та тимлĕхе ÿстерĕр. Палламан арçын е хĕрарăм теприне япала пама сĕннине те ан пурнăçлăр.
Чăваш Енре çакнашкал синкерлĕх çукрах-ха. Пĕрех асăрхануллă пулмалла. Пурте ку енĕпе тимлĕ пулсан, эпир терроризм çулне пÿлсех пырăпăр.


"Ял ĕçченĕ"
04 сентября 2009
00:00
Поделиться