ВУТ ПУЛЕНКИСЕНЕ ТЕ ЧУН КĔРТМЕ ПУЛАТЬ
Пуртă-пăчкăпа туслашасси аслашшĕнчен куçнă темелле-ши? Вăл ял халăхĕ валли катка-пичке ăсталанă, пура пураланă. Ылтăн алăллăскере хисепленĕ таврара. Пĕчĕк Юра вара ватăран ниçта хăпман, аслашшĕ хăма татки, каскаламалли тĕрлĕ хатĕр тытнине курсанах ун патне йăпшăнса пырса ларнă. Куç илми сăнанă, ахаль йывăç çакнашкал вăр! çаврака пичкене çаврăнма пултарни тĕлĕнтернĕ ăна. Никам курман чухне хăй те аллине çĕçĕ, хăма татки тытса касса пăхнă.
Пĕррехинче, шкулта вĕреннĕ чухне, килте тăпăл-тăпăл йывăç арча тума хушса янă. Епле хĕпĕртенĕ çакăншăн мăнтарăн! Аслашшĕнчен е ашшĕнчен пулăшу ыйтма пулнă-ха ĕнтĕ. Çук, никама та тархаслас темен вăл. Кирек мĕнле йывăç та юрăхлă пулĕ тесе шухăшланă, çавăнпа та çăкаран мар, хурăнтан ăсталама пикеннĕ. Тĕпелти çĕçĕпе эрешленĕ май аллине йăлт суранлатса пĕтернĕ. Асап, куççуль витĕр пулин те пуçланă ĕçе пур пĕрех вĕçне çитернĕ вăл. Çакăн хыççăн пĕрре те ахаль ларман. Вăхăт пур чухне алла йывăç-турат тытас килсех тăнă унăн.
- Шкултан таврăнсан урок та туман. Кĕнекесене хăвăрт кăна ылмаштараттăм та хамăртан аякрах мар пурăнакан Николай Медведев скульптор патне вĕçтереттĕм, - тет Юра. Чиркÿ валли Турă кĕтесĕсем, хĕрессем ăсталама пулăшнă ăна, каярах скульптурăсем çине куçнă. Килне çур çĕрте кăна таврăнни темиçе те пулнă. Ашшĕ-амăшĕ нихăçан та çухатман ывăлне, усала вĕренмест-çке, аллине çеç “ылтăнлатать”.
- Пĕртте çăмăл мар, чăтăмлăх çук тăк пуленкене ниепле те чĕрĕлĕх кĕртеймĕн. Манпа пĕрле çÿрекен юлташсене - те йăлăхтарчĕ, те кăмăлĕ сÿнчĕ - çак ĕçе пĕрин хыççăн тепри пăрахрĕç. Николай Васильевич патне çапла пĕчченех утма пуçларăм. Хавхалантаратчĕ вăл, йывăр пулсан та пуçланă ĕçе вĕçне çитерме хистетчĕ, - аса илет халь Юра.
Хĕрсем патне кайма та аран çеç вăхăт тупкаланă, савнипе пĕрле каçхи тÿпери çăлтăрсене шутланă чухне те чун-чĕрипе мастерскойĕнчех пулнă.
Хăйĕн юратнă вĕрентекенĕнчен юлас темен Ю.Федоров. Шкул пĕтернĕ хыççăн Мускав облаçĕнчи Сергиев Посад районĕнчи Богородское поселокĕнче вырнаçнă ÿнер професси училищине çул тытнă. Тăваттăмĕш курсра пулнă май диплом ĕçĕ пирки шухăшлать халь. Ăна чăвашлăхпа, нацилĕх паллипе çыхăнтарасшăн.
Куç илми сăнанă, ахаль йывăç çакнашкал вăр! çаврака пичкене çаврăнма пултарни тĕлĕнтернĕ ăна. Никам курман чухне хăй те аллине çĕçĕ, хăма татки тытса касса пăхнă.
Ылтăн алăллă чăваш каччи студентсен хушшинче те палăрма ĕлкĕрнĕ. Йывăç кÿлепесемпе Пĕтĕм Раççейри “Ладья-
Иннокентий Викторовичпа Алина Валерьевнăн виçĕ ывăл. Асли, Алексей, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУри чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ. Юрра-ташша юратаканскер студент çулĕсенче П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнчен тухма пĕлмен. Халăх театрне çÿренĕ. Халĕ те сцена çинче выляс шухăшпа кăна пурăнать.
Кĕçĕнни, Женя, Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренет.
- Ÿсерехпе, тен, пиччĕшĕсенчен тĕслĕх илет-и, хальлĕхе вара урамра кăна чупма юратать, - тет Алина Валерьевна.
Çамрăк скульптор 20 çулта çеç-ха. Çеккунт та ахаль ларманскерĕн çыпăçуллă аллинче ĕç хатĕрĕ выляса çеç тăрать, пĕрмай касать, эрешлет... Тĕлĕнмелле: хăрăк турата та чĕртме пултарать. Тем тесен те ун валлиех ĕçлет.