Чунпа романтик тата патриот
2009 çул Геннадий Андреевич Николаевшăн нумай енĕпе асра юлмалли çулталăк. Çу уйăхĕнче вăл 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ун хыççăн, тепĕр темиçе кунранах, хăйĕн чĕре варринче тахçантанпа вăрттăн тытакан ĕмĕтне пурнăçласа, инçе çула – Байкал леш енне, Раççейпе Китай чиккине тухса кайрĕ. Мĕншĕн тесен 1978–1981 çулсенче Лачкасси каччи Геннадий Николаев кунта Аргунь тăрăхĕнче чикĕ хуралĕнче тăнă. Çав çулсем унăн пурнăçĕнче ĕмĕрлĕхе тарăн йĕр, ырă аса илÿсем хăварнă. Çавăнпа, ниме пăхмасăр, отпуск илсех инçе çула тухнă. Шăпах Пограничник кунĕнче – майăн 28-мĕшĕнче – хăй службăра пулнă вырăна, Яков Перфишин паттăр пограничник ячĕллĕ заставăна çитнĕ. Иртнĕ çул çĕршыври чикĕ хуралĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул тултарчĕ. Чикĕ хуралĕн Приаргунск поселокĕнчи Хĕрлĕ ялавлă отрядне туса хунăранпа вара кăçал 85 çул çитрĕ. Çав ятпа кăкăр çине çакмалли знак кăларнă. Геннадий Андреевича çав тери тарават кĕтсе илнĕ. Заставăна ертсе пыракансем савăнăçлă лару-тăрура аслă стрелок пулнă чикĕ хуралĕн ветеранне çав знакпа наградăланă, Чита хулинче юбилей умĕн кăларнă “Забайкальская граница” кĕнеке парнеленĕ. Пирĕн ентеш Яков Перфишин палăкĕ умне чечек çыххи хунă, çамрăк пограничниксем умĕнче сăмах тухса каланă, хăйсен вăхăтĕнчи служба çулĕсене аса илнĕ. Чикĕ хуралĕн службинче тăракансем ăна тăван заставăна асра тытнăшăн тав тунă, çĕр-шыв чикки яланах çирĕп алăсенче пулĕ тесе шантарнă, Çĕр-шыв чиккисене хураллама хутшăннă районти пур ветерана та салам калама ыйтнă.
–Эпир, Чăвашран чикĕ хуралĕн службинче пĕрле пулнисем, тăваттăнтан тухса каясшăнччĕ Приаргунска: Шăмăршăран Юрий Мресов тата Шупашкартан тепĕр икĕ ветеран. Анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула юлташсем пыраймарĕç. Çулĕ те çывăх мар, хальхи пурнăçра укçи-тенки те çитсе пымасть. Мана вара унта çитсе килме ытти сăлтавсем те хистерĕç пулас. Мускавра Раççей правосудийĕн академийĕнче квалификацие ÿстермелли курсра пулнă чухне шăпах Приаргунск поселокĕнче судьяра ĕçлекен Валерий Викторович Вишняковпа паллашма тÿр килчĕ. Эпир ĕçтешпе çыхăну тытма пуçларăмăр. Валерий Викторович отпуск илсех мана Аргунь тăрăхĕнчи паллă вырăнсене кăтартса çÿрерĕ. Маньчжурие (Китай Халăх Республикин çурçĕр-хĕвел тухăç пайĕ) каçса килтĕмĕр. Таварсем, кунтипе танлаштарсан, çав тери йÿнĕ. Çав вăхăтрах пурнăçри контраст пысăк пулни сисĕнет: çул çинче ют çĕр-шывсенче туса кăларнă чаплă çăмăл машинăсемпе пĕрлех велосипедпа çÿрекен те нумай. Харбина каякан çул, сăмахран, тÿлевлĕ. Туристсем нумай.
Кунти çутçанталăк çу кунĕсенче çав тери илемлĕ. Йĕри-тавра – сопкăсем, катасем, юхан шывсемпе кÿлĕсем. Хĕвеллĕ кунсем Кавказри пекех нумай пулаççĕ. Çул çÿрев маншăн питĕ кăмăллă, малтанлăха шутланинчен нумай лайăхрах иртрĕ, –каласа парать Геннадий Андреевич.
Шутлатăн та, чунпа кăштах романтик пулмасан, кăмăл çирĕплĕхĕ çитмесен, пирĕнтен никамах та хăй тахçан службăра пулнă вырăна тухса кайма мехел çитереймен пулĕччĕ. Çак утăма тума харпăр хăй ĕмĕчĕн патриочĕ пулни те кирлĕ.
И.СОЛОВЬЕВ.
Сăн ÿкерчĕксенче: Я.Перфишин герой-пограничнике асăнса лартнă палăк умне чечек çыххи хунă хыççăн В.В.Вишняковпа (сылтăмри) тата застава начальникĕпе (сулахайри).
Кĕске справка: Г.А.Николаев 1959 çулхи майăн 18-мĕшĕнче Лачкасси ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. 9 класс хыççăн Канашри педучилищĕре физкультура уйрăмĕнче вĕреннĕ, Сăхăтпуç шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. 18 çул районти шалти ĕçсен пайĕнче уголовнăй шырав енĕпе ĕçленĕ, ахаль сотрудникрен пай пуçлăхĕн çумне çитнĕ. Ĕçленĕ хушăрах аслă юридици пĕлĕвĕ илнĕ. 2000 çултанпа суд системинче ĕçлет, федераллă судья. Çемьеллĕ. Мăшăрĕ, Зинаида Федоровна, вăрах вăхăт Тăвайри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентнĕ, халĕ суд участокĕнче тăрăшать. Икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ, иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ.
Г.А.Николаев ачаранах спортпа туслă, çемйи те сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырать. Вăл суд системинче ĕçлекенсем хушшинче çуллен тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелет, ĕçтешĕсемпе пĕрле районти, республикăри ăмăртусене хастар хутшăнать, лайăх кăтартусемпе палăрса тăрать.
"Ял ĕçченĕ"