Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Каçмана çĕнĕрен турĕç

Енĕш Нăрваш ялĕнчи Шăрчăкассипе Малти кас хушшинчи каçма çулсем иртнĕ май кивелнĕччĕ. Унта каçнă чухне инкек те пулнă. Ăна çĕнĕрен тăвас ыйту тахçанах тăратчĕ. Анчах укçа çитменни чăрмав кÿретчĕ. Çынсене пухса калаçнă хыççăн вĕсем ку енĕпе пулăшма хапăл пулчĕç. Сăмах май, асăннă касран паллă çынсем тухнă. СССР халăх артистки В.Кузьмина, Н.Сверчков, М.Спиридонов, П.Меркурьев художниксем тата ыттисем те.
Кăçал кивĕ йывăç каçмана сÿтсе тимĕррипе улăштарма вăй çи-тертĕмĕр. Ялти Юрий Никитинпа Владимир Михайлов пĕр уйăха яхăн ĕçлерĕç. Вĕсен ăсталăхне кашни кун курса савăнаççĕ халь енĕшнăрвашсем. Çĕнĕ каçма – 50 метр тăршшĕ.


"Ял ĕçченĕ"
14 сентября 2009
00:00
Поделиться