Пенсионерсем те тÿпе хываççĕ
Кĕркунне куракăн та капан пур, теççĕ. Пирĕн “1 Мая” хуçалăх та иртнĕ кĕçнерникун тырă пухса кĕртессине вĕçлерĕ, уйри пурлăх йĕтеме кĕрсе пĕтрĕ. Тырра Геннадий, Николай, Александр Карловсемпе Иван Герасимов икĕ комбайнпа çапса илчĕç. Кивĕ техника ванкаласах тăчĕ, апла пулин те, тÿрлетсе, комбайнсене кашнинчех уя илсе тухрĕç. Юлашкинчен вăрлăхлăх викăна çапса тĕшĕлерĕç. Викăна шута илсе пурĕ 200 тоннăна яхăн тырă кĕнĕ йĕтеме. Хальхи вăхăтра йĕтемре ĕçлекенсем вĕсене тасатса кĕлете кĕртсе пĕтерме тăрăшаççĕ. Сортлакан хĕрарăмсем – пурте пенсионеркăсем. Вĕсене кашнинех ырă сăмахпа асăнас килет. Галина Васильевна Шаклинапа Нина Павловна Репейкина иртнĕ çулсенче те вăй хунă йĕтемре. Кăçал та ÿркенсе тăмарĕç. Вĕсемпе пĕрле Зоя Николаевна Карлова та ĕçлерĕ. Ытти хăш-пĕр пенсионеркăсем те хутшăнчĕç. Михаил Николаевич Статьевпа Виктор Арсентьевич Маркелов машиноведсем вара тырă ĕçлесе тирпейлекен техникăна пăхса йĕркелесе тăчĕç, кивĕ пулсан та, тикĕс ĕçлеттерме тăрăшрĕç. Çапла ку вăхăт тĕлне тулăпа сĕлле кĕлете тасатса кĕртнĕ, халĕ урпана вĕçлесе пыраççĕ. Йĕтемре кайран çапса илнĕ викăпа кĕрхи ыраш кăштах юлать тасатса тирпейлемелли. Кунти ĕçсене Светлана Николаевна Карлова йĕркелесе пырать. Вăл – бухгалтер та, йĕтем заведующийĕ те.
Каярах тытăнтăмăр пулсан та, хуçалăхра кĕрхи тулă акаççĕ халь. Хĕрĕх гектартан кая мар йышăнакан лаптăкра машиноведра ĕçлекен Михаил Статьев кĕрхи тулă акать. Сеяльщикĕ – Михаил Филиппович Потапов. Вăрлăхне уя тырă сортлакансемех тултарса-тиесе ăсатаççĕ. Кĕрхи тулă хыççăн ыраш та акасшăн хуçалăхра. Çĕрне Геннадий Павлович Шаклин кăпкалатса хатĕрлет. Вăлах улăм та тĕртет ура тума. Улăмĕ фермăри ĕнесене те, ялти кил хуçалăхсене те кирлĕ выльăх апачлĕх. Унсăр пуçне фермăри выльăхсем валли çулла утă хатĕрленĕ. Çавăн пекех фуражлăх тырă уйăраççĕ.
Ял ĕçĕ çăмăл мар ку чухне. Апла пулин те ял çыннисем ăна вăй çитнĕ таран вăхăтра пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ. Маларах асăнтăм ĕнтĕ, çак ĕçе пенсионерсем те хăйсен тÿпине хываççĕ.
"Ял ĕçченĕ"