Район пуçлăхĕ стройкăсене пăхса çаврăннă
Иртнĕ эрнекун район пуçлăхĕ Н.Иванов нумай ачаллă çемьесем тата хăр тăлăх çамрăксем валли тăвакан пурăнмалли çурт-йĕр объекчĕсем тăрăх çÿренĕ, вĕсенчи строительство ĕçĕсемпе кăсăкланнă. Çапла Мари Республикинчи строительство организацийĕ Çĕнĕ Пуянкассинче хăр тăлăх Анастасияпа Алексей Семеновсем валли 1 хутлă йывăç çурт тума тытăннă. Алексей Юрьевич хальхи вăхăтра тăванĕсем патĕнче пурăнать, Шупашкарта МАДИре вĕренет.
Тулли мар яваплăхлă “Волгострой” общество Кивĕ Пуянкассинче нумай ачаллă Сергей Степанов çемйи валли икĕ хутлă йывăç çурт (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 126 тăв. метр) хăпартаççĕ. Степановсен икĕ ывăл та 3 хĕр, вĕсем пурте вăтам шкулта вĕренеççĕ. Ашшĕпе амăшĕ “Буяновский” ЯХПКра ĕçлеççĕ.
Кушкă ялĕнче те нумай ачаллă Любовь Кравчук çемйи валли икĕ хутлă пурăнмалли çурт тума пуçланă. Çемьере – 6 ача, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ – çул çитмен ачасем.
Тăлăхсемпе нумай ачаллă çемьесем валли пурăнмалли çурт-йĕр тума укçа-тенкĕне республика бюджетĕнчен Чăваш Республикин “Пурăнмалли çурт-йĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен” законĕпе килĕшÿллĕн уйăрса параççĕ.
Район пуçлăхĕ Н.Ивановпа пĕрле социаллă строительство объекчĕсене пăхса çаврăнма Çĕнĕ Пуянкассипе Енĕш Нăрваш ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем Н.Васильевпа Р.Кузьмина хутшăннă. Николай Иванов строительство ĕçĕсене васкатма, тăвакан çурт-йĕре вăхăтра хута яма ыйтнă.
"Ял ĕçченĕ"