Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ялти чи ватă çын

Çак кунсенче манăн Сăхăтпуçĕнче хăнара пулма тÿр килчĕ. Тăван яла çитсенех кÿршĕсем патне каçса, мĕнле пурăнни тата сывлăхĕсем пирки ыйтса пĕлтĕм. Вĕсем маншăн – чи хаклă çынсем. Ялти шкулта вĕреннĕ чухнех эпĕ пускилсемпе колхоз ĕçне хутшăннă. Вĕсем мана атте-анне пекех ĕçре хастар, кĕрешÿре патвар пулма вĕрентнĕ. Кÿршĕсемпе питĕ килĕштерсе пурăннă, ĕçре пĕр-пĕрне пулăшнă.
Паянхи сăмахăм сăпайлă, ырă кăмăллă та ĕçчен кÿршĕ хĕрарăмĕ – Екатерина Андреевна Альземенева пирки пулĕ. Ялта çулĕпе чи аслă çын вăл.
Екатерина Андреевна мана сĕтел хушшине лартсах хăналарĕ, хăй çинчен нумай каласа пачĕ. Вăл çамрăклăхне, вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи пурнăçа аса илчĕ. Сывлăхĕ çирĕп-ха, хăй ĕмĕрĕнче ялти фельдшер пунктне, врач патне кайса курман тата пĕр кун та больницăра выртман. Ялти çынсем пекех апата тиркемен. Ĕçлесе питĕ ывăннă хыççăн пĕрер черкке эрех ĕçкеленĕ, терĕ.
Районта пулса иртекен лару-тăрупа та кăсăкланать кинемей. “Ял ĕçченĕ” хаçата яланах çырăнса илет, пĕр номер сиктермесĕр вуласа пырать. Çын ватăлса пынă май, унăн организмĕнче тĕрлĕ улшăнусем пулса иртеççĕ: куç начар курма пуçлать, хăлха лайăх илтмест т.ыт.те. Кирек мĕнле пулсан та, хисеплĕ ватă паянхи пурнăçран кая юлмасть. Хаçата вара куçлăхпа вулать.
Таса чунлă та тарават хĕрарăма Сăхăтпуç ялĕнче Эль Çеменĕн Кĕтерни тесе чĕнеççĕ. Вăл 1914 çулхи ноябрь уйăхĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Унсăр пуçне тăватă ача, вăл чи асли пулнă. Ялти пĕр класлă шкула вĕренсе пĕтерсен килти хуçалăхра тăрăшнă. 16 çула çитсен Вăрмар поселокне техничкăна кайса вырнаçнă. Пĕлĕвне ÿстерес тесе, ĕçленĕ хушăрах каçхи шкула çÿренĕ, 3 класс пĕтернĕ. Килти йывăр пурнăçа пула тăван яла таврăннă. Ял каччипе Петрпа паллашса мăшăрланнă. Тăван хуçалăх ĕçĕсене хастар хутшăннă: тыр-пул акнă, çурлапа вырнă, авăн çапнă, тырă сортланă, çĕр улмипе тымар çимĕç лартнă, пуçтарса кĕртнĕ т.ыт.те.
Кĕтерни икĕ ача çуратнă: хĕрне Антунине – 1938 çулта, ывăлне Нила – 1941 çулта. Мăшăрĕ вăрçа тухса кайсан, икĕ пĕчĕк ачипе тăрса юлнă, килти хуçалăха тытса пынă. Вăрçă çулĕсенче колхоз ĕçне хастар хутшăннăшăн ăна “1941-1945 ç.ç. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медальпе наградăланă. Çулсеренех шкул ачисен тĕлпулăвĕсене хутшăннă. Унта вăл вăрçă çулĕсенчи ялти пурнăçа аса илсе хумханмалла каласа панă. Çапла вара Екатерина Андреевна çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе те анлă хутшăннă.
Мăшăрĕ вăрçăра пуçне хунă пирки ачисене пĕчченех ура çине тăратнă, тĕрĕс воспитани панă тата ĕçе юратма вĕрентнĕ. Хĕрĕ Антонина Петровна Тушкиле качча тухнă. Вăл – нумай ача амăшĕ. Ывăлĕ Нил Петрович Карелире пурăнать. Аякра пулсан та, вăл тăван амăшне манмасть, ăна курма, пулăшма тăван яла час-часах килсе каять. Мăнукĕсем те тăтăшах пулаççĕ.
Кĕтерни аппа 75 çула çитичченех колхоз ĕçне хутшăннă, килти хуçалăха та пĕчченех çирĕп тытса пынă, выльăх-чĕрлĕх усрамасăр пурăнман. Колхозра нумай çул хушши ĕçленĕшĕн тата çитĕнÿсемшĕн ăна юбилей медалĕсем, парнесем, тав хучĕсем парса чыс тунă тата “Ĕç ветеранĕ” медальпе наградăланă.
Тăхăр вун пилĕк çулхи Екатерина Андреевна халĕ те вăй çитнĕ таран кил хуçалăхра тăрмашать. Хĕлле пысăк пÿрте хутса ăшăтма пĕччен хĕрарăма йывăртарах ĕнтĕ. Çавăнпа вăл çанталăк сивĕтсен кĕркунне хĕл каçма Тушкиле хĕрĕ патне каять. Çуркунне çанталăк ăшăтсан вара хăйĕн тăван йăвине таврăнать.
Екатерина Андреевна 95 çул тултарнине тулли кĕрекере уявлама унăн ачисем, вĕсен ывăлĕсемпе хĕрĕсем, мăнукĕсем, тăванĕсем, çывăх çыннисем пуçтарăнĕç. Юбилярăн хăнасене ĕлĕк мĕнле пурăнни, йывăрлăхсене мĕнле çĕнтерни тата ыттисем çинчен каласа памалли нумай. Хăнасем сумлă ватăна çĕр çул тата унтан та ытларах пурăнма çирĕп сывлăх сунĕç, çынсемпе сăпайлă, ырă кăмăллă пулнăшăн тав тăвĕç, парнесемпе чыслĕç.
Тăванĕсем Кĕтерни кинемей нумай тата чирлемесĕр пурăннин вăрттăнлăхне çынсемпе ырă кăмăллă тата вĕсене кирлĕ чухне пулăшма хатĕр пулнинче, ĕçе юратнинче, пирваях пурнăçăн лайăх енĕсене курма пĕлнинче пуль, теççĕ. Йывăрлă

Тăванĕсем Кĕтерни кинемей нумай тата чирлемесĕр пурăннин вăрттăнлăхне çынсемпе ырă кăмăллă тата вĕсене кирлĕ чухне пулăшма хатĕр пулнинче, ĕçе юратнинче, пирваях пурнăçăн лайăх енĕсене курма пĕлнинче пуль, теççĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр яланах лăпкă пулнă, пурнăç малалла лайăхланасса шаннă, нихăçан та иртсе кайнă кун-çул çине ÿпкелешмен.
Эпир чылай вăхăт хушши шăкăлтатса калаçса лартăмăр ырă кÿршĕпе. Иртнисене пурне те аса илтĕмĕр. Сывпуллашнă май Кĕтерне аппа ура çине тăчĕ те ерипен юрласа ячĕ: “Кай, кай, Ивана...”. Юрласа пĕтерсен хаваслă сасăпа: “Ку – çул курки пултăр”, – терĕ пĕчĕк черккене пушатнă май. Эпĕ те сумлă хĕрарăма çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунса уйрăлтăм.
хсене пăхмасăр яланах лăпкă пулнă, пурнăç малалла лайăхланасса шаннă, нихăçан та иртсе кайнă кун-çул çине ÿпкелешмен.
Эпир чылай вăхăт хушши шăкăлтатса калаçса лартăмăр ырă кÿршĕпе. Иртнисене пурне те аса илтĕмĕр. Сывпуллашнă май Кĕтерне аппа ура çине тăчĕ те ерипен юрласа ячĕ: “Кай, кай, Ивана...”. Юрласа пĕтерсен хаваслă сасăпа: “Ку – çул курки пултăр”, – терĕ пĕчĕк черккене пушатнă май. Эпĕ те сумлă хĕрарăма çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунса уйрăлтăм.

"Ял ĕçченĕ"
09 октября 2009
00:00
Поделиться