Пултаруллисене чысларĕç
Учитель кунĕнче райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн информаципе аналитика центрĕн конференц-залĕнче РФ Президенчĕн гранчĕсене тата РФ Вĕрентÿпе наука министерствин отрасльти наградисене илме тивĕçнĕ вĕрентекенсене чысларĕç. Пухăннисене пирваях вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров професси уявĕпе саламларĕ, çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ, пурне те çирĕп сывлăх, творчествăлла çитĕнÿсем, телейпе ăнăçу сунчĕ.
Ун хыççăн педагогика ĕçченĕсене отрасльти наградăсем пачĕç. Çапла Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкул директорĕн çумĕ Г.Кондратьева тата Тăвайри вăтам шкулта технологи вĕрентекен С.Захарова “Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ” кăкăр çине çакмалли паллăсене, Тăвайри вăтам шкулта географи вĕрентекен Е.Павлова, Тăвайри 2-мĕш номерлĕ ача сачĕн воспитателĕ Т.Павлова РФ Вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.
Çавăн пекех кăçал Раççей Федерацийĕнчи чи пултаруллă учительсен конкурсĕнче çĕнтернĕ В.Кириллов физкультура вĕрентекене (Йăнтăрчă шкулĕ), географи вĕрентекен Е.Г.Павловапа хими вĕрентекен Н.Гаврилована (Тăвай шкулĕ) РФ Вĕрентÿпе наука министерствин тата “Вĕрентÿ” приоритетлă наци проекчĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Ĕçтешĕсене шкулсен ертÿçисем, педагогсем саламланă, вĕрентÿ работникĕсен профсоюзĕн районти организацийĕн парнисене парса чысланă. С.Захаровапа Т.Павлова тав сăмахĕ каланă. Педагогсене музыка шкулĕн воспитанникĕсем юрăсемпе саламланă.
Кĕскен пысăк чыса тивĕçнисемпе паллаштаратпăр.
Галия Николаевна КОНДРАТЬЕВА
I категорири вĕрентекен, математик, вĕрентÿри ĕç стажĕ 30 çул, вĕсенчен 9 çулне директор çумĕнче ĕçлет.
Юлашки çулсенче шкулта вĕрентÿпе воспитани ĕçĕн кăтартăвĕсем ÿсни курăнать. Обязательнăй предметсене ППЭн вăтам балĕ тата пĕрлехи патшалăх экзаменне 3 тата ытларах предметпа тытакансен хисепĕ ÿснĕ.
Иртнĕ 5 çулта вĕренекенсем район шайĕнчи конкурссенче, конференцисемпе олимпиадăсенче 55 хутчен, республикăра 6 хутчен, федераллă шайра 1 хутчен малти вырăнсем çĕнсе илнĕ. Ачасен 40 ытла проценчĕ тĕнчери тата çĕршыври дистанци конкурсĕсене хутшăнать, вĕсен хушшинче дипломантсем пур. Пĕр вĕренекен ЧР Президенчĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Вĕренсе тухакансен 42 процент аслă шкулсене вĕренме кĕрет. Шкулта профиль умĕнхи хатĕрленĕве тимлĕх уйăраççĕ, ку енĕпе 8 автор методика ĕçĕсем, класри коллектива аталантармалли, право йĕркисене пăсассинчен сыхланмалли программăсем туса хатĕрленĕ.
Г.Н.Кондратьева 2000 çултанпа математикăпа информатика вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвне ертсе пырать, районти конкурссемпе конференцисен, олимпиадăсен эксперчĕ, тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакансен математика аттестацине пĕтĕмлетекен официаллă комисси председателĕ.
Вĕрентÿ ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн ăна 2007 çулта Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.
Светлана Васильевна ЗАХАРОВА
Аслă категорири вĕрентекен, педагогикăри ĕç стажĕ 22 çул. Пултаруллă ачасемпе уйрăммăн ĕçлет. Унăн вĕренекенĕсем çуллен республикăри олимпиадăсемпе конкурссенче, наукăпа практика конференцийĕсенче малти вырăнсем йышăнаççĕ. Юлашки 4 çулта районти технологи олимпиадисенче 9 хутчен, республикăра 2, Раççей шайĕнче 1 хутчен малти вырăнсене тухнă. Воспитанниксенчен чылайăшĕ аттестат илнĕ хыççăн наставник профильне суйласа илет. Тĕрлĕ хуласене вĕренме кĕреççĕ, кайран çав енĕпе ĕçлеççĕ.
С.В.Захарова районти вĕрентÿпе методика проекчĕсен конкурсĕнче “Вĕрентÿри чи лайăх проект” номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, “ИКТпа усă курса ирттернĕ чи лайăх урок” районти конкурсра малти вырăнсенчен пĕрне йышăннă, “Костюм дизайнĕ” элективлă курс программине туса хатĕрленĕ. Вăл “Хăюллă çĕвĕç” технологи кружокĕн, технологи вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи. Вĕренÿ семинарĕсем, мастер-классем ирттерет. Районти конкурссен, конференцисемпе олимпиадăсен эксперчĕ.
Шкул территорине, классемпе фойесене илемлетес, чечексен композицийĕсемпе усă курса интерьер йĕркелес, сцена çине тухмалли, хăнасене кĕтсе илмелли халăх костюмĕсен проекчĕсене тăвас ĕçе вĕренекенсене явăçтарать.
Вĕрентÿ ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн 2001 çулта ЧР Вĕрентÿ министерствин грамотине илме тивĕçнĕ.
Тамара Николаевна ПАВЛОВА
I категорири воспитатель, вĕрентÿри ĕç стажĕ 21 çул. Садике çÿрекен ачасен сывлăхне çирĕплетес ыйтăва уйрăм тимлĕх уйăрать, ку чухнехи çĕнĕ программăсемпе, технологисемпе (”Сывă ача”, “Шкул çулне çитменнисене – вăй-хал аталанăвĕ”, “Сывлăх урокĕсем”, психогимнастика, пиçĕхтерÿпе фитотерапи элеменчĕсем т.ыт.те) усă курать.
Унăн воспитанникĕсем – ача-пăча художество пултарулăхĕн “Чăваш Ен чечекĕсем” республикăри фестивалĕн (2003 ç.) лауреачĕсем, районти “Пĕчĕк çеç светофор” смотр-конкурс (2003 ç.), районти спортпа сывлăх вăййисен (2004, 2006) çĕнтерÿçисем.
Тамара Николаевна професси ăсталăхĕсен конкурсĕсене хастар хутшăнать. Вăл – «Сывлăхлă пулма – ача садне” районти конкурсăн “Чи лайăх воспитатель” номинаци çĕнтерÿçи (2003, 2007 ç.ç.) районти тата республикăри “Пĕчĕк çеç светофор” конкурсăн “Ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентессипе тата çав йĕркесене ашшĕ-амăшĕ хушшинче сарассипе ĕçлекен чи лайăх воспитатель” номинацири çĕнтерÿçĕ (2007 ç.). Вăл ертсе пынипе “Сывлăхлă пулма – ача садне” районти конкурсра 2-мĕш ача сачĕ 2006–2007 çулсенче “Чи лайăх ача сачĕ” номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă.
Т.Н.Павлова “Хĕрли, сарри, симĕсси” тата “Çул-йĕр йĕркисене пурте хисеплер” методика ĕçĕсен авторĕ "юлашки ĕçе “Новая школа” журналта пичетленĕ (2008 ç.).
Вĕрентÿ ĕçĕнчи ÿсĕмсем-шĕн ăна 2005 çулта ЧР Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.
Елена Германовна ПАВЛОВА
Аслă категорири учитель, педагогикăри ĕç стажĕ 18 çул. Юлашки 3 çулта унăн вĕренекенĕсем районти географи олимпиадисенче 21 хутчен, республикăра 1 хутчен, республикăри II геологи олимпиадинче 1 хутчен, республикăри “Чăваш Республикин географийĕпе экологийĕ” уçă олимпиадăра 2 хутчен çĕнтерÿçĕсем, “Раççей йăпарĕ” дистанци олимпиадинче 6 малти вырăн йышăннă тата ыт.те.
Е.Г.Павлова ку чухнехи ИКТпа анлăн усă курать. 2007 çулта “Чи лайăх класс ертÿçи” районти конкурсра малти вырăна тухнă. “Хальхи шкулти географи урокĕсем” республикăри пĕрремĕш методика фестивалĕн (2008 ç.) лауреачĕ.
2001 çултанпа географи вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвне ертсе пырать. Юлашки 4 çулта республикăри вĕрентекенсене 4 хутчен мастер-классемпе паллаштарнă. Унăн методикăлла статйисем вĕренÿ пособийĕсенче, регионти журналсенче пичетленеççĕ. Вăл тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен Хисеп грамотисемпе тав хучĕсем илме тивĕç пулнă.
2009 çулта Раççей Федерацийĕн чи лайăх вĕрентекенĕсем конкурс çĕнтерÿçи.
Надежда Ивановна ГАВРИЛОВА
Аслă категорири учитель. Юлашки 3 çулта унăн вĕренекенĕсем районти хими олимпиадисенче 16 хутчен малти вырăнсем йышăннă.
Ачасене тĕпчев ĕçĕсене явăçтарать. Юлашки çулсенче кăна унăн вĕренекенĕсем 83 пултарулăх ĕçĕ çырнă, 13 ĕçпе районти, 10 ĕçпе республикăри конкурссенче, 5 тĕпчев ĕçĕпе Пĕтĕм Раççейри “Пирвайхи утăмсем” уçă конкурсра малти вырăнсене тухнă. Унăн вĕренекенĕсем хушшинче 2006–2008 çулсенче пултаруллă ачасемпе çамрăксен тĕпчев ĕçĕсен республикăри конкурсĕсен лауреачĕсем пур.
“Çамрăк эколог” кружока ертсе пырать. Унта çÿрекенсем пултарулăх ĕçĕсем çыраççĕ, çут çанталăка сыхлас ĕçе хутшăнаççĕ, районта экологи тĕлĕшпе çивĕч тăракан ыйтусене тĕпчеççĕ, вĕсене татса памалли çул-йĕрсене палăртаççĕ.
Н.И.Гаврилова – вĕрентÿпе методика проекчĕсен районти конкурсĕн призерĕ, “Вăтам шкулти Сорос вĕрентекенĕ” тĕнчери конкурсăн тата Пĕтĕм Раççейри “Педагогикăри инновацисем–2007” уçă конкурсăн лауреачĕ. Патшалăх изобретенийĕсен комитечĕн автор свидетельствине 4 хутчен илме тивĕçлĕ пулнă. Вăл тĕрлĕ Программăсен, ятарлă курссемпе методика ĕçĕсен авторĕ, регионти тата федераллă кăларăмсенче пичетленнĕ. Унăн ĕç опытне районта та, республикăра та сараççĕ. Юлашки 3 çулта 8 хутчен мастер-классем панă.
2009 çулта Раççей Федерацийĕн чи лайăх вĕрентекенĕсем конкурс çĕнтерÿçи.
Владимир Райнольдович КИРИЛЛОВ
2007 çулта Чăваш Республикин хушма вĕрентĕвĕн чи лайăх педагогĕсен конкурсĕн, 2009 çулта Раççей Федерацийĕн чи лайăх вĕрентекенĕсем конкурс çĕнтерÿçи. Унăн инновацилле опычĕн теми – “Ачасене пĕтĕмĕшле тата хушма пĕлÿ парассине пĕрле туса пырасси: вĕрентÿпе воспитанин “Çамрăк турист” программи (физкультура, ОБЖ, туризм енĕпе пĕрлехи занятисен программи).
Унăн воспитанникĕсем спорт ориентирĕпе, йĕлтĕр тата çуран туризм енĕпе иртекен ăмăртусенче темиçе хутчен те çĕнтерÿçĕсем пулнă. 15 вĕренекен “Раççей турисчĕ”, 15 вĕренекен “Çамрăк турист” значоксене тивĕçнĕ, 1 вĕренекен спорт ориентирĕпе I разряд нормине пурнăçланă. Республикăра йĕлтĕр туризмĕпе “Юр пĕрчи” тата спорт ориентирĕ тупассипе ирттерекен “Хĕллехи стартсем” ăмăртусенче унăн вĕренекенĕсем 26 хутчен малти вырăнсем йышăннă. Вĕсем регионта тата федерацире мала тухассишĕн пыракан ăмăртусене хутшăнаççĕ, тĕрлĕ ăмăртусенче республика чысне ăнăçлă хÿтĕлеççĕ.
В.Р.Кириллов – пуçламăш медицина пĕлĕвĕпе тата ОБЖпа элективлă курссен Программин, физкультурăпа ОБЖ тата туризм занятийĕсене пĕрле ирттерессипе тунă Программа авторĕ. Вăл вĕренекенсем хушшинче спорт ориентирĕ тупассипе ирттерекен туризм ăмăртăвĕсен положенине, карттă-маршрутсем туса хатĕрленĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: районти шкулсенчи пултаруллă вĕрентекенсен пĕр ушкăнĕ.
"Ял ĕçченĕ"