Кам-ха вăл ĕçсĕр çын?
Тĕнчери экономика кризисне пула пирĕн çĕршывра та ĕçсĕр тăрса юлнă çынсен хисепĕ ÿсрĕ. Çавах та ĕçсĕр çынсем хушшинче тĕрĕс мар ăнлану вăй илнĕ. Нумайăшĕ çапла шутлать: çыннăн яланлăх е вăхăтлăх ĕç çук пулсан, вăл ĕçсĕр шутланать. Анчах законсене пăхăнас-тăк, апла мар иккен. Ĕçсĕррисен шутне ĕçлемелли ÿсĕмри, анчах ĕçсĕр тата ĕçлеме хатĕр граждансене кĕртеççĕ. Ĕç килĕшĕвĕпе ĕçлекенсене е тÿлевлĕ ытти ĕçре – çав шутра подряд килĕшĕвĕпе, вăхăтлăх е сезонлăх ĕçсенче шутланакансене – ниепле те ĕçсĕррисен йышне кĕртме май çук. Çавăн пекех кирек мĕнлк харпăрлăхри предприятисен учредителĕсем, предпринимательсем, предприниматель ĕçне пăрахмасăр е учредительсен йышĕнчен заявлени çырса тухмасăр, çавна коллективпа пăхса тухса çирĕплетмесĕр (урăхла каласан, гражданин ĕçсĕр çыннăн статусне илмесĕр), ĕçсĕррисен йышне тăма пултараймаççĕ. Пенсири е çăмăллăхлă йĕркепе çул çитмесĕрех пенсие тухнă е нумай çул пĕр вырăнта ĕçленипе (выслугăпа) пенси илекене те ĕçсĕр тесе йышăнма çук, мĕншĕн тесен вĕсен тупăш çăлкуçĕ пур. Закон ватăлса çитнĕ граждансене, усрав ашшĕ-амăшне пăхакансене, ача çулталăк çурăна çитиччен унпа ларакан ашшĕ-амăшне ĕçсĕр çынсен шутне кĕртме хушмасть (вĕсем компенсаци тÿлевĕсем илсе тăраççĕ, çав тÿлевсем тупăш шутланаççĕ).
Законпа килĕшÿллĕн ĕçсĕр тесе йышăннă çынна патшалăх социаллă пулăшу шучĕпе пособи, ĕçпе тивĕçтерекен органсем янипе професси пĕлĕвĕ илнĕ тапхăрта ăна стипенди тÿлесе тăраççĕ. Пирĕн центр урлă тÿлевлĕ обществăлла ĕçсене пурнăçланăшăн та укçа-тенкĕ уйăрса паратпăр. Çавах та чееленме хăтланакансем те тĕл пулаççĕ. Теприсем ĕçсĕррисен ретĕнче тăнă хушăрах мĕнле те пулин тÿлевлĕ ĕç пурнăçлаççĕ, тупăш илеççĕ. Анчах ултав пĕрех çиеле тухать. Кăçал районти право сыхлав органĕсемпе ĕçсĕррисен ретĕнче тăракан 96 çынна тĕрĕсленĕ. Йĕркесене пăснăшăн 4 çын тĕлĕшпе ĕçе судра пăхса тухмалла пулчĕ. Суд йышăнăвĕпе вĕсене улталаса илнĕ пособи суммисене патшалăха каялла тавăрттарса пама йышăннă. Айăпа кĕнĕ 2 çынна (закона пăсни преступлени шутланать) штраф тÿлемелле тунă: пĕрне – 2500, теприне – 5000 тенкĕ.
Çавăнпа та ĕçсĕррисен йышĕнче тăракансене йышăннă йĕркесене пăхăнса пурăнма ыйтатпăр. Ултав япăхпа вĕçленет.
"Ял ĕçченĕ"