Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Амăшĕн капиталĕпе мĕнле усă курмалла?

“Хĕрĕм нумаях пулмасть иккĕмĕш ача амăшĕ пулчĕ. Амăшĕн капиталĕн сертифакачĕ шутĕнчен 12 пин тенкĕ илме пулать теççĕ. Районта миçе çын амăшĕн капиталне тивĕçнине, сертификатпа мĕнле усă курмалли çинчен пĕлес килет”.
А.ВАСИЛЬЕВА.
Амăшĕн капиталне сирĕн хĕрĕр ача виçĕ çул тултарсан тивĕçме пултарать. Унччен çур çул малтан Пенси фондне амăшĕн капиталĕн укçипе усă курма кăмăл туни çинчен заявлени çырса памалла.
Амăшĕн капиталĕпе пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн пулас пенси шайне ÿстерме усă курма юрать. Тÿлев виçине çулсерен индексацилеççĕ, халĕ вăл 312162, 50 тенкĕпе танлашать.
Çурт-йĕршĕн илнĕ кредита тÿлеме вара сертификат илсенех амăшĕн капиталĕн укçипе усă курма юрать, енчен те кредит договорне 2010 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăваççĕ пулсан.
Амăшĕн капиталĕн сертификатне 2007 çултан пама пуçланă. Кăçалхи ноябрь пуçламăшĕ тĕлне ăна 278 çын тивĕçнĕ. Çав тÿлев шучĕпе пурăнмалли çурт-йĕр кредитне саплаштарма 30 заявлени килнĕ, вĕсенчен хальлĕхе 28-шĕ пирки йышăну кăларнă, 6 млн. та 767 пин тенкĕ куçарса панă.
Сертификат хуçисен амăшĕн капиталĕн шутĕнчен пĕр хут тÿлеве, 12 пин тенке, ача çуралнăранпа мĕн чухлĕ вăхăт иртнине пăхмасăрах илме май пур. Ун валли районти Пенси фондне заявлени çырса памалла. Укçана банкри сирĕн хĕрĕр счечĕ çине куçарĕç, ăна кулленхи ыйтусене татса пама тăкаклама юрать.
Заявленипе пĕрле сертификат хуçин паспорчĕ, амăшĕн капиталĕн сертификачĕ тата банкри счет пулмалла.
Паянхи куна амăшĕн капитал шутĕнчен пĕр хут тÿлевпе усă курасси çинчен районти пенси фондне 234 çын заявлени тăратнă, 219-ĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ, вĕсене 2 млн. та 628 пин тенкĕ куçарса панă.


"Ял ĕçченĕ"
10 ноября 2009
00:00
Поделиться