Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Министр хавхалантарнă («Сельский труженик (Ял ĕçченĕ)»

Иртнĕ уйăхра Раççей ШĔМĕн системинче милицин участокри уполномоченнăйĕн служби йĕркеленнĕренпе 86 çул тултарчĕ. Професси уявĕ ячĕпе ЧР ШĔМĕн министрĕ В.Антонов генерал-майор Тăвай районĕнчи милицин участокри уполномоченнăйĕсене те паллă кунпа саламланă, служба тивĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçласа пынăшăн наградăсем парса хавхалантарнă. Çав шутра:
Кăкăр çине çакмалли “Тивĕçе парăнса тăнăшăн” паллăпа
Валерий Николаевич ИГНАТЬЕВА – районти шалти ĕçсен пайĕнчи милицин участокри уполномоченнăйĕсен уйрăмĕн начальникне, милици капитанне.
В.Н.Игнатьев шалти ĕçсен органĕн службине тăнăранпа çак уйăхра 17 çул çитет. Хăйне ырă енчен кăна кăтартать, шанса панă ĕçе законсене пăхăнса, яланах пахалăхлă та вăхăтра туса пыма тăрăшать. Пултаруллă ертÿçĕ.
“Милицин участокри чи лайăх уполномоченнăйĕ” паллăпа
Дмитрий Васильевич БЕЛОВА – милицин участокри уполномоченнăйне, милици майорне. Мучар ял поселенийĕн административлă участокне 10 çул ытла йĕркелĕхпе тивĕçтерет. Умри тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Пуçаруллă, дисциплинăллă.
Сергей Георгиевич МАКСИМОВА – милицин участокри уполномоченнăйне, милицин аслă лейтенантне. Службăра 2002 çултанпа. Тăрмăш ял поселенийĕн административлă участокĕшĕн яваплă. Йывăр участокран пĕри шутланать пулин те, С.Максимов аслă лейтенант умри тĕллевсене çине тăрса пурнăçлама тăрăшать. Дисциплинăллă, пуçаруллă, пултаруллă спортсмен-йĕлтĕрçĕ.
Александр Михайлович ШАРАПОВА – милицин участокри уполномоченнăйне, милици капитанне. Службăра 2002 çултанпа. Чи пысăк та кăткăс Тăвай ял поселенийĕнчи административлă участокшăн яваплă. Умри тивĕçе тÿрĕ кăмăлтан, нормативлă актсене пăхăнса туса пырать. Дисциплинăллă, пуçаруллă, ăста волейболист.


"Ял ĕçченĕ"
03 декабря 2009
00:00
Поделиться