Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Кредит – меллĕ, анчах ăна вăхăтра тÿлемелле

Кредит шухăшласа кăларни, укçа пекех, çынсемшĕн çав тери меллĕ. Экономика хутшăнăвĕсен системинче кредит, хăй тĕллĕн категори шутланнă май, уйрăм вырăнта тăрать. Вăл пулăшнипе пĕтĕмĕшле экономикăн та, предприятисемпе организацисен те, уйрăм çынсен те хуçалăх тата харпăр хăй ыйтăвĕсене, укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсене татса пама лайăх майсем пулса тăраççĕ.
Çынсем кредита Перекет банкĕнче е ытти кредит организацийĕсенче тĕрлĕ тĕллевпе илме пултараççĕ: килти хушма хуçалăха аталантарма, автомашина е трактор туянма, çурт-йĕре çĕнетме (юсама) тата ытти те. Кредит параканпа ăна илекен иккĕшĕ килĕшÿ çырса хатĕрлеççĕ. Пĕрремĕшĕ (кредитор) заемщике кирлĕ чухлĕ суммăпа тивĕçтерет, иккĕмĕшĕ (заемщик) кредитора çав суммăна кăтартнă вăхăтра тавăрса пама кăна мар, унпа усă курнăшăн процент хушса тÿлеме пулать. Заемщик, хăйĕн обязательствине çирĕплетсе панă сăмаха тытма поручительсем тупса тăратать. Поручительсем заемщикпе танах кредитор умĕнче яваплă пулса тăраççĕ. Кредитпа процентшăн килĕшÿре кăтартнă пек вăхăтра та туллин тÿлесе пыраймасан, кредиторăн заемщикпе поручительсенчен кредитăн пĕтĕм суммине вăхăтсăр каялла илме, кредитпа усă курнăшăн процент тата неустойка (пеня – кивçен илекен хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçласа пыраймасан, закон тăрăх е килĕшÿре пăхса хăварнă сумма) шыраса илме право пур.
2009 çулта Тăвай районĕн судне РФ акционерсен коммерци Перекет банкĕнчен ссуда парăмне шыраса илес пирки 3 тавăç заявленийĕ пырса кĕнĕ. Вĕсенчен пĕр заявленине, енсем килĕшнĕ тăрăх, пăхса тухса татса пама Канаш районĕн судне ярса панă. РФ Конституцийĕн 47-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн тавăçа законпа хăш судра тата хăш судья пăхса тухмалли правăна никамран та туртса илме пултараймаççĕ.
Перекет банкĕ А.Сорокин, В.Сорокин, Т.Ефимова, В.Иванова, И.Портнова тĕлĕшпе тăратнă тавăç заявленийĕсене суд тивĕçтерчĕ, заемщиксемпе поручительсенчен пĕтĕм парăма (тÿлесе татман кредит, процентпа пени тата ăна вăхăтра тÿлеменшĕн хушма пени) шыраса илсе панă.
Енчен те суда тавăç заявленийĕ тăратнă хыççăн заемщик кивçен парăмăн пĕр пайне тÿлет пулсан, суд çак тÿлев суммине кăларса явап тытаканран парăмăн ытти пайне шыраса илет. Çавăн пек тĕслĕхсем суд ĕçĕнче кăçал темиçе те пулчĕç.
Çавăн пекех Перекет банкне тавăç заявленийĕ тăратнă чух патшалăх пошлини тÿлеттернĕ суммăна та кивçен илекенсемпе поручительсенчен шыраса илсе параççĕ.
Районти суд производствинче кредит парăмне шыраса илессипе çыхăннă ĕçсем 1 процента яхăн шутланаççĕ.
Кредит пирĕншĕн меллĕ, çавăнпа эпир унпа усă куратпăр. Çавах та кивçен илекенĕн, укçа-тенкĕ хутшăнăвĕн çак формипе усă куриччен, пирвай лайăх шухăшласа пăхмалла, хăйĕн тивĕçĕсене договорта кăтартнă пек пурнăçласа пыма майсем пур-и; Унсăрăн вăл хăйне те, поручительсене йывăр лару-тăрăва кĕртсе ÿкерме пултарать.


"Ял ĕçченĕ"
23 декабря 2009
00:00
Поделиться