Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Çĕнĕлĕх кирлех

“Акконд–агро фирма” УАО 480 ĕне вырнаçмалăх комплексăн иккĕмĕш черетне тăвас ĕçе тытăнасшăн. Апла пулсан предприятире сĕт туса илесси малашне татах ÿсĕ. Туса илекен продукцие сĕт халлĕн кăна ăсатни тупăшах кÿреймест. Предприятирех сĕте ĕçлесе тирпейлекен цех тусан мĕнле-ши?
Çак ыйту район пуçлăхне Н.И.Иванова та, “Акконд” кондитер фабрикин генеральнăй директорне В.Н.Иванова та, агрофирма ерÿçисене те чылайранпа канăç памасть ĕнтĕ. Николай Ильич ку ыйтăва ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Николаевич Иванов умĕнче темиçе те хускатнă. Çавнашкал предприяти тусан ял хуçалăх производство кооперативĕсем те, хресчен-фермер хуçалăхĕсем те, харпăр хăй кил хуçалăхĕнче ĕне тытакансем те сĕте тупăшлăрах вырнаçтарма пултараççĕ. Районта пурăнакансене сутлăх сĕтпе, сĕт продукчĕсемпе – çу, тăпăрчă, сыр тата ыт.те – тивĕçтересси палăрмалла лайăхланĕ. Çакă хăй-хаклăх çинче те палăрĕ.
Халĕ вара пăр тапранчĕ темелле. Шупашкарти “Аккондпа” “Акконд–агро фирма” уçă акционерлă обществăсем район администрацийĕпе пĕрле калаçса татăлса Тăвайра талăкра 40 тоннăна яхăн сĕте ĕçлесе хатĕрлекен завод тăвас ыйту çинче чарăннă.
Асăннă завода “Акконд–агро фирма” УАОн пушă тăракан объектĕнче вырнаçтарма пулать, вăл районти çынсене хушма ĕç тупса пама пулăшĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерĕ.
Çĕнĕ завода туса çитерсен районта пуçтарăнакан сĕтĕн сутăн илекен хакне йĕркелесе пыма та май килĕ. Хаксем çирĕп пулсан, районта ĕне выльăх усракансен, сĕт сутакансен йышĕ ÿссе пырасса шанма пулать.
Çĕнĕ предприяти экологи тĕлĕшĕнчен таса сĕт продукчĕсем туса кăларса халăх сывлăхне те çирĕплетме пулăшĕ.


"Ял ĕçченĕ"
15 января 2010
00:00
Поделиться