Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Старта 500 ытла йĕлтĕрçĕ тухнă

Февралĕн 14-мĕшĕнче Тăвайра “Раççейĕн йĕлтĕр йĕрĕ – 2010” массăллă йĕлтĕр чупăвĕ иртрĕ. Ăмăртусене савăнăçлă лару-тăрура район пуçлăхĕ Н.Иванов уçрĕ, РФ тата ЧР патшалăх гимнĕсене выляттарчĕç. Николай Ильич участниксене уявпа саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Салам сăмахĕ çавăн пекех депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ Ю.Алексеев та каларĕ.
Пирваях старта района, предприятисемпе организацисене, учрежденисене ертсе пыракансем тухрĕç. Ыттисемпе танах Николай Ильич хăй те чупрĕ. VIP-чупура, иртнĕ çулхи пекех, Тăвайри пушарпа кĕрешекен часть начальникĕ Д.Кузьмин, район сучĕн судйи Г.Николаев тата Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕн директорĕ С.Кириллов малтисем пулчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче А.Николаева (Тĕмер шкулĕ), И.Хайдукова (Йăнтăрчă ял поселенийĕ) тата А.Кабакова (Эльпуç шкулĕ) палăрчĕç.
15 çултан аслă мар ÿсĕмрисен ушкăнĕнче И.Кирилловпа М.Пикишкин, В.Коновапа К.Цветкова (Тăрмăш шкулĕ) тата Эльпуç шкулĕнчен Е.Васильевпа И.Иванова мала тухрĕç.
1992–1994 çулсенче çуралнисем хушшинче малтисен ретне А.Максимовпа Д.Иварбеев, О.Максимовапа Н.Гаврилова (пурте Эльпуç шкулĕнчен) тăчĕç. Яшсем хушшинче Н.Ивановăн (Пуянкасси), хĕрсем хушшинче А.Дмитриеван (Тăрмăш) 2-мĕш вăхăт пулчĕ.
18-29 çулхи арçынсен ушкăнĕнче çĕнтерÿçĕсен йышĕнче А.Егорова (Нăрваш ял пос.), А.Романовпа С.Петрова (Ç.Пуянкасси ял пос.), хĕрарăмсем хушшинче Н.Максимована (социаллă тивĕçтерÿ центрĕ), В.Васильевана (Тăвай кооперативĕ), О.Петрована (Чутей ял пос.) куратпăр.
30–34 çулхисен ÿсĕмĕнче С.Максимов (ШĔП) çĕнтерчĕ. Э.Буинцев (”Дорстрой”) 2-мĕш, Н.Алексеев (Тăрмăш ял пос.) 3-мĕш вырăнсенче, хĕрарăмсем хушшинче Н.Максимова (Тăрмăш шкулĕ), С. Ивановапа (Нăрваш шкулĕ) В.Дмитриева (Тăрмăш ял пос.) малтисен шутĕнче.
45 çултан аслăрах ÿсĕм ушкăнĕнче В.Романов (Ç.Пуянкасси ял пос.), В.Афанасьев (ДЮСШ), А.Афанасьев фельдшер (Тăрмăш шкулĕ), Р.Якуркина (Тĕмер шкулĕ), Л.Васильева (Ç.Пуянкасси ял пос.). Е.Кузнецова (Нăрваш ял пос.) малти вырăнсем йышăнчĕç.
Аслă ăрури Б.В.Мурзин та (Мучар, 77 çулта) ăмăртусен парнине тивĕçрĕ. I–III вырăнсем йышăннă йĕлтĕрçĕсене медальсемпе парнесем парса хавхалантарнă, кашни ÿсĕмрех малти 15 вырăнтан кая йышăннă спортсмен “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2010” тесе çырнă спорт калпакне тивĕçрĕ.
Тăвайри спорт комплексĕ чăннипех уяв вырăнĕ пулса тăчĕ çав кун. Унта суту-илÿ те ĕçлерĕ, районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем юрăсемпе хавхалантарчĕç. Çав кун çĕршер çын йĕлтĕрсем çине тăрса кăмăл хавхаланăвĕ тупрĕ, хăйĕн сывлăхне, пултарулăхне тĕрĕслерĕ.


"Ял ĕçченĕ"
19 февраля 2010
00:00
Поделиться