Имçамласа акса хăварасчĕ
Районти хуçалăхсен вăрлăхĕсене вĕсем чир-чĕр тĕлĕшĕнчен мĕнле пулнине палăртма Россельхозцентрăн Шупашкарти филиалĕн фитосанитари пайĕн лабораторийĕнче тĕрĕслеттерни вăрлăхсенче тымар çĕрĕклĕх, кăвакăш, бактериоз, гельминтоспориоз, альтернариоз чирĕсем пуррине кăтартса панă. Çурхи тулă вăрлăхĕ ытларах альтернариоз (3, 04 проц.), тымар çĕрĕклĕх (10 проц.), кăвакăш (9 проц.), урпа вăрлăхĕ гельминтоспориоз (19 проц.), тымар çĕрĕклĕх (17 проц.), кăвакăш (15 проц.), сĕлĕ вăрлăхĕ альтернариоз (34 прц.), кăвакăш (28 проц) чирĕсемпе чирлĕ. Кусем – районти вăтам кăтартусем. Уйрăм хуçалăхсен вăрлăхĕсенче асăннă чирсем ытларах та палăраççĕ. Çакă ĕнтĕ вăрлăхсене имçамласа кăна акмалли яваплăха икĕ-виçĕ хут та ÿстерет. Имçамламан вăрлăхран шăтса тухнă калчасем сарăхса пыраççĕ, малалла ÿснĕçемĕн чирĕсем те ытларах сарăлаççĕ, пулас тухăçа палăрмаллах чакараççĕ.
Вăрлăхсене имçамлама районти хуçалăхсем çулсеренех Доспех КС, Террасил КС, Планриз Ж, Бункер КС препаратсемпе усă кураççĕ. Çĕр улми вăрлăхне сиенсĕрлетме Максим КС, Планриз Ж, Престиж КС препаратсем туянаççĕ. Çĕр улми вăрлăхне имçамласа лартассипе “Родник” ООО çулсерен лайăх ĕçлесе пырать. Çак тĕллевпе ятарлă агрегат та туяннă кунта. Çĕр улми имçамламалли ятарлă хатĕрсемпе ытти хăш-пĕр фермерсем те тухăçлă усă кураççĕ.
Районĕпе кăçал пĕрчĕллĕ тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене 2000, çĕр улми вăрлăхĕсене 450 тоннăран кая мар имçамласа сиенсĕрлетме палăртса хунă.
Имçамсемпе ĕçленĕ чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнни кирлĕ. Вĕсемпе ĕçлекен çынсене малтанах медосмотр кăлармалла, ĕçе пуçăниччен инструктаж памалла, ятарлă журнал çине алă пустармалла. Ку ĕçсене агроном, бригадир туса пыма тивĕç. Çавăн пекех имçамсемпе ĕçлекенсене ятарлă ĕç тумтирĕсемпе тата хÿтĕленмелли хатĕрсемпе тивĕçтермелле (халат, куçлăх, атă, перчетке, респиратор). Ĕç вырăнĕнче яланах медицина аптечки, таса шыв, алшăлли пулмалла. Имçамсемпе ĕçлеме çул çитмен ачасене, çие юлнă хĕрарăмсене, медосмотр тухман çынсене явăçтарма юрамасть.
Имçамсемпе çыхăннă пĕтĕмĕшле ĕçсемшĕн хуçалăхсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем яваплă пулса тăраççĕ.
"Ял ĕçченĕ"