Хушма хуçалăхра – биологилле препаратпа
Çĕр ĕç технологине, пусă çаврăнăшне пăхăнса ĕçлеменнине пула юлашки çулсенче тĕрлĕ сăтăрçă хурт-кăпшанкăпа ÿсен-тăрансене сиен кÿрекен чирсем сарăлса пынине палăртмалла.
Фитофтороз, септориоз, тымар çĕреслĕх тата ытти чирсене пула çĕр улми, помидор аврисем вăхăтсăр типсе сарăхаççĕ, пулас тухăçа сисĕнмеллех чакараççĕ, вуçех пĕтерсе лартма та пултараççĕ.
Ку чухнехи рынокра маларах асăннă сăтăрçăсемпе тата чир-чĕрпе кĕрешме темĕн тĕрлĕ имçам та сутаççĕ, вĕсемпе пĕлсе ĕçлеме ан ÿркен кăна.
Химилле, биологилле препаратсемпе усă курассине пур çын та кирлĕ пек ăнланса пĕтереймест. Çавăнпа Россельхозцентрăн Тăвайри уйрăмĕнчи специалистсем çынсене ку тĕлĕшпе консультацисем парса пулăшма яланах хатĕр.
Юлашки вăхăтра çынсем биологиллĕ препаратсемпе ытларах интересленме пуçларĕç. Ку вăл химилле препаратсем сывлăха сиенлеме пултарнине ăнланнăран та килет ĕнтĕ.
Иртнĕ çулсенче Россельхозцентрăн Шупашкарти химипе биологи лабораторийĕн цехĕнче Планриз, Ж биологилле препарат кăларма тытăннă. Çавăнтанпа унпа çулсерен усă курнă, вăл хăйне лайăх енчен кăтартса панă. Асăннă препаратпа "Планриз, Ж" республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем çуллен анлăн усă кураççĕ, юлашки вăхăтра вара вăл çынсен килти хушма хуçалăхсене те çитрĕ.
Планриз, Ж çĕр улмин макроспориоз, фитофтороз, ризоктониоз чирĕсемпе, купăстан йăлмака тата кĕпçе бактериозĕпе, хура урапа, хăярăн тымар çĕрĕклĕхĕпе, фузариозпа, пăнчăсем тухакан чирĕпе, викторипе хурăн çырлин сăрă çĕрĕкĕпе, улмуççин монилиозĕпе, сахăр кăшманĕн çĕрĕкĕпе кĕрешет.
Планриз, Ж препаратпа çĕр улми вăрлăхне имçамлама анлă усă кураççĕ, вăл тĕрлĕ чир-чĕртен лайăх сыхлать, чĕрĕ бактерисем тăпра ăшĕнче икĕ уйăх таран ĕçлеççĕ, тăпра структурине те лайăхлатаççĕ. Планриз, Ж биологиллĕ препаратпа ÿсен-тăранăн тĕрлĕ ÿсĕм тапхăрĕнче сапма, усă курма юрать.
Помидор, купăста калчисен тымарĕсене пахчана уйăрса лартас умĕн Планризпа йĕпетсен аван (10 литр шыва 100 грамм препарат ямалла).
Планриз, Ж биологиллĕ препарата Россельхозцентрăн Тăвайри уйрăмне апрелĕн 25-мĕшĕсенче илсе килеççĕ.
"Ял ĕçченĕ"