Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Хавхаланса ĕçлерĕç

Таврара юр ирĕлсе пĕтрĕ, тесен те йăнăш мар ĕнтĕ. Çавна май хĕллехи уйăхсенче пухăннă çÿп-çап пĕтĕмпех куç умне тухрĕ. Пĕр хут усă курмалли стакансем, турилккесем, кашăксем, кĕленчесем, кивĕ хут, çĕтĕк-çурăк унта та кунта йăваланса выртать. Йывăçсен тĕссĕрленнĕ çулçисем те тавралăха илемсĕрлетеççĕ. Ăçта май пур çавăнта ывăтса хăваратпăр иккен эпир çÿп-çапа. Хамăр пурăнакан вырăна, урама, тавралăха хамăрах варалатпăр çапла.
Çавăнпа районта ялсенчи урамсене, обелисксемпе палăксен таврашĕсене, парксемпе скверсене тирпей-илем кĕртмелли массăллă субботник йĕркелерĕç иртнĕ шăматкун. Шкулсенче вĕренекенсемпе учительсем, библиотекăсемпе культурăпа кану центрĕнче тăрăшакансем, перекет банкĕнчисем, хаçат редакцийĕн сотрудникĕсем тата ыттисем хавхаланса ĕçлерĕç унта.
Организацисемпе учрежденисен коллективĕсем ку енĕпе маларах та ĕçлеме пуçларĕç. Юртан тасалнă вырăнсене “Тăвайри кооператив” потребобществăн, “Волготелеком” обществăн Тăвайĕнчи филиалĕн, çыхăну уйрăмĕн, район администрацийĕн, “Дорстрой” тулли мар яваплăхлă обществăн ĕçченĕсем тирпейлерĕç. Çуркуннехи каникулта пулин те Тăвайри вăтам шкулти Н.Гаврилова учительница ертсе пынипе ачасем те хаваспах хутшăнчĕç çак усăллă ĕçе. “Асфальтлă çул айккисенчи çÿп-çапа виçĕ-тăватă кун хушши пуçтартăмăр”, – теççĕ “Дорстрой” тулли мар яваплăхлă обществăн работникĕсем.
Алексей Егоров каткист, Александр Ильинпа Николай Николаев водительсем, Владимир Иванов тракторист, Виталий Федоров экскаваторщик, погрузчикпе ĕçлекен Владимир Гурьев михĕсем çине пухрĕç те ăпăр-тапăра, автомашина çине тиесе кайса тăкрĕç. Тепĕр бригади вара Вăрмар енчи асфальтлă çула тирпейлес енĕпе тăрăшнă.
Çак хаваслă ĕçе хутшăнакансен йышĕ кунсерен нумайланать. Тавралăха тирпей-илем кÿресси малалла тăсăлать.


"Ял ĕçченĕ"
20 апреля 2010
00:00
Поделиться