Тирпей-илем хăтлăх кÿтĕр
Районта йăлари хытă каяшсене пухса турттарассипе тата вырнаçтарассипе Тăвайри УЖКХ МУП ĕçлет. Вĕсене райцентрти нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсенчен графикпе килĕшÿллĕн турттарса тухмалла.
Анчах районти яллă вырăнсенче килти секторта пухăнакан каяшсене, çÿп-çапа, ăпăр-тапăра, тĕпрен илсен, çывăхри çырма-çатрана е ытти вырăна кăларса пăрахаççĕ, хăйсем тĕллĕн ятарласа никам палăртман çÿп-çап вырăнĕсем туса хураççĕ. Çулленех ял поселенийĕсем çавăн пек çÿп-çап вырăнĕсенчен хăшне-пĕрне пĕтереççĕ, çак тĕллевпе укçа-тенкĕ те тăкаклаççĕ, анчах тепĕртакран çав тĕлтех çÿп-çап вырăнĕсем çĕнĕрен пулса каяççĕ. Çакнашкал картинăна çуркуннепе çуллахи вăхăтсенче районти кашни ялта тенĕ пекех курма-асăрхама пулать.
Ял поселенийĕсем хăйсен территорийĕсене санитари тĕлĕшĕнчен тасатса тăмалли генеральнăй схемăсем туса хатĕрленĕ, анчах вĕсене Чăваш Республикинчи – Чăваш Енри Роспотребнадзор Управленийĕн Канаш хулинчи территориллĕ пайĕпе килĕшсе татăлса туман, халĕ вĕсене йĕркелесе çитерме каялла тавăрса панă.
Йăлари хытă каяшсене пуçтарса хуплама официаллă йĕркепе ирĕк панă пĕртен-пĕр вырăн вăл – районти хытă каяшсен полигонĕ. Вырăнсенче çÿп-çап вырăнĕ е полигон туса хурса усă курни пысăк мар ял поселенийĕшĕн тĕлсĕр тата усăллă та мар. Ялсенче пухăнакан çÿп-çапа, тĕрлĕ ăпăр-тапăра районти полигона турттарса тухни вырăнлăрах. Полигонăн проектпа пăхнă хăвачĕ 40000 тонна хытă каяшпа çÿп-çап е çулсерен 2000 тонна йышăнма пултарать.
Ятарласа ирĕк памасăр туса хунă çÿп-çап вырăнĕсем пыршăлăхăн çивĕч инфекцийĕсемпе шăши чирĕ (геморрагическая лихорадка) тĕлĕшĕнчен халăхшăн ырă мар лару-тăру туса хураççĕ.
Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен хальхи вăхăтра поселени территорине тасатса тирпей-илем кĕртес тата симĕслетес ĕçсене йĕркелемелле, ялсене санитари тĕлĕшĕнчен таса тытмалли эффективлă схемăсене пурнăçа кĕртессипе тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттермелле, ирĕк памасăр туса хунă çÿп-çап вырăнĕсем тавралăха тата çынсен сывлăхне сиен ан кÿччĕр тесе вĕсене пĕтерме тăрăшмалла.
Тăвайри УЖКХ МУП ертÿçисен те асăннă ыйтупа тимлĕ пулмалла, Тăвай ялĕнчи пурăнмалли çуртсен территорийĕнчи тата ялсенчи çÿп-çапа, каяша вăхăтра турттарса тухмалла.
Субботниксем йĕркелесе е ушкăнпа пухăнса производство объекчĕсен территорийĕсене, урамсене, пÿрт-çурт умĕсене, ытти вырăнсене санитари тĕлĕшĕнчен тасатса-тирпейлесе тăма, хăтлăх кÿме тимлемелле. Халĕ вĕт, пăхатăн та, чылай çĕрте тасамарлăх хуçаланать. Çавăнпа тавралăха, урамсене, хамăр пурăнакан е ĕçлекен вырăна тирпейлесе тăрасси кашнин тивĕçĕ пулса тăрать.
"Ял ĕçченĕ"