Чĕререн тав сире!
Тăвай районĕ фронт линийĕнчен чылай аякра пулнă пулин те 1941–1945 çулсенчи хаяр вăрçă пирĕн енче те суран йĕрĕсем хăварчĕ. Хÿтĕлев сооруженийĕсем – окопсемпе траншейăсем районăн çурçĕр енчен пуçласа кăнтăр енне çитиччен 50 километра тăсăлаççĕ. 1941–1942 çулсенчи 50 градуса çитекен шартлама сивĕсенче Тăвай районĕнче пурăнакансем ытти районсен – çыннисемпе пĕрле – ытларах хĕрарăмсем лумсемпе тата киркасемпе тăшмана тытса чармалли хÿтĕленÿ линийĕсем чавнă.
Çак паттăрлăха асăнса паян Тăвай–Улянкă çулĕ хĕрринче “Тыл ĕçченĕсене” стела уçăлать. Стелăна, чăвашсен ĕлĕкхи йăлипе, нимелле тунă.
Предприятисемпе организацисен ертÿçисенчен пулăшу ыйтсан, пурте пĕр иккĕленмесĕр, сăмахсăрах мĕн кирлипе, мĕнле ĕç тумаллипе тивĕçтерчĕç. Салтак-çĕнтерÿçĕсен ывăлĕсемпе хĕрĕсем, мăнукĕсем урăхла пулма пултараймаççĕ те пулĕ.
Камсем-ха вĕсем;
Владислав Васильевич Васильев – ООО “Дорстрой” директорĕ.
Ашшĕ: Василий Васильевич Васильев (1924–1984) – аслă матрос, торпедист пулса шыв айĕнче çÿрекен кимĕ çинче çапăçусене хутшăннă.
Владислав Павлович Иванов, “Акконд–Агро фирма” УАОн генеральнăй директорĕ.
Аслашшĕ: Егор Пимулич Пимулин.
Асламăшĕ: Матрена Вастуловна Пимулина.
Иккĕшĕ те окопсемпе траншейăсем чавнă.
Владимир Иванович Саперов, “Акконд–Агро фирма” АУОн тĕп инженерĕ.
Ашшĕ: Иван Егорович Саперов (1916–1978), вăрçăра телефонист пулнă, икĕ хутчен аманнă.
Амăшĕ: Вера Николаевна Николаева (1915–2002) окопсемпе траншейăсем чавнă.
Алексей Константинович Муханов, “МСО “Янтиковская” АУОн генеральнăй директорĕ.
Ашшĕ: Константин Андреевич Муханов, вăрçă участникĕ.
Амăшĕ: Анна Гавриловна Никитина, окопсемпе траншейăсем чавнă.
Екатерина Ильинична Федотова, кирпĕч завочĕн директорĕ.
Аслашшĕ: Иван Федорович Федоров.
Асламăшĕ: Перасковья Степановна Степанова, иккĕшĕ те окопсемпе траншейăсем чавнă.
Николай Петрович Смирнов, районти электричество сечĕсен начальникĕ.
Амăшĕ: Мария Васильевна Смирнова, Сăр шывĕ хĕрринче окопсем чавнă.
Вячеслав Николаевич Федоров, “Тăвай кооперативĕ” потребобществăн директорĕ.
Аслашшĕ: Никита Федорович Федоров "1905–1963", старшина, отделени командирĕ пулнă, 3 хутчен аманнă.
Николай Андреевич Степанов, предприниматель.
Аслашшĕ: Степан Ефимович Ефимов (1899–1984) вăрçăра çапăçнă, аманнă.
Тавах сире, вăрçă тата тыл ветеранĕсен ачисемпе мăнукĕсем. Эпир çавăн пекех асăннă предприятисенче вăй хуракансене те чĕререн тав тăватпăр.
Çирĕп сывлăх сире, ăнăçу, мирлĕ пурнăç!
"Ял ĕçченĕ"