Аслă Çĕнтерÿ уявĕнче
Кашни çулах паллă тăватпăр-ха Çĕнтерÿ уявне. Кăçал вара пирĕн çарсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕçсене çапса аркатнăранпа 65 çул çитрĕ. Паллă юбилее кĕтсе пур çĕрте те тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерчĕç. Вăрçăра паттăррăн çапăçса ĕмĕр-лĕхе куçĕсене хупнисене асăнса лартнă палăксене юсаса илемлетрĕç е çĕннисем турĕç, чылай ветеранăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма май тупрĕç, пире мирлĕ тÿпе парнеленисен сывлăхне тĕплĕн тĕ-рĕслерĕç, шкулсемпе ытти вĕренÿ заведенийĕсенче паттăрлăх урокĕсем, тĕл пулусем, конкурссем ирт-рĕç тата ытти те.
“Çĕнтерÿ кунĕ – Раççейре пурăнакансен чи чаплă уявĕ. Эпир асаттесемпе кукаçисен, пиччесемпе аттесен паттăрлăхне нихăçан та асран кăлармастпăр. Вĕсем пире çутă пуласлăх парнеленĕ, хăйсем пек хăюллă пулма вĕрентнĕ. Иртнĕ хăрушă вăрçăн ÿкерчĕкĕсем нихăçан та манăçмĕç. Аслă Çĕнтерĕвĕн савăнăçĕ 100 çул иртсен те пирĕн чĕресенче упранĕ, ăруран–ăрăва куçса пырĕ. Ăнăçу сире пурне те, сывлăхпа вăрăм ĕмĕр тата”, – тенĕ Раççей Президенчĕ Д.Медведев Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров ячĕпе янă телеграммăра. Николай Васильевич та хăйĕн ăшă сăмахсемлĕ саламне кашни района, яла, ветеран патне çитернĕ. Район пуçлăхĕ Н. Ивановăн, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕн, “Акконд” фабрикăн генеральнăй директорĕн В.Ивановăн тата ыттисен ырă та çепĕç саламĕсемпе те паллашрĕç вулакансем. Уяв умĕнхи лайăх ĕçсен, сĕнÿсен, ăшпиллĕхĕн вĕçĕ пулассăн туйăнмарĕ çапла.
Кăçал çу уйăхĕн тăххăрмĕшĕ вырсарникун пулчĕ. Çанталăкĕ те ирех пирĕнпе пĕрле савăнма хатĕрленчĕ, тÿпери сарă хĕвел вăхăт иртнĕ май ытларах та ытларах сапаларĕ хăйĕн пайăркисене çĕр çине. Тĕрлĕ тĕслĕ шарсем, чĕрĕ чечек çыххисем йăтнă çынсем – районти организацисемпе предприятисен коллективĕсем, Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсемпе ĕçлекенсем малтан çар комиссариачĕ пулнă çурт умне пуçтарăнчĕç. Питĕ лайăх илемлетнĕ иккен колоннăна. Виçĕ лаша, грузовик тата ытти автомашинăсем пур. Вĕсем çинче – вăрçăри салтаксене сăнарлакан, гимнастерка тăхăннă хĕрсемпе каччăсем, орден-медаль çакнă хăш-пĕр ветерансем. Кадет класĕнче вĕренекенсем Раççей, Чăваш Ен тата Çĕнтерÿ ялавĕсене йăтнă. Уява пухăннисем пурте Георгий хăйăвĕ çакнă. Тăхăр сехет иртсен хаваслă кĕвĕпе Мухтав монуменчĕ еннелле хускалтăмăр. Çулăн икĕ енĕпе кĕçĕн классенче вĕренекенсем тăрса тухнă, вĕсем пире шарсемпе чечексемпе сулкаласа саламлаççĕ. Колоннăра тахçантанпах утатăп пулин те, чунра çак самантра темĕнле хумхануллă туйăм хуçаланать. “Хăрушă вăрçă кунĕсене пирĕн те, малашне ачамăрсен те курмалла ан пултăрччĕ”, – тесе шухăшлатăн.
Мухтав монуменчĕн икĕ айккине çар хатĕрĕсем вырнаçтарнă. Ун умĕнче чĕрĕ чечексем ешереççĕ, çулăм çунать. Хуралта тăракан ачасем улшăнсах тăраççĕ.
Район пуçлăхĕ Н.Иванов митинг уçăлни пирки пĕлтернĕ хыççăн Раççей Гимнĕ янăрарĕ. Николай Ильич Мухтав монуменчĕ умне пухăннисене пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, Тăвай енрен вăрçа миçе çын тухса кайнине, орденсемпе медальсем илнисен шутне, Совет Союзĕн Геройĕ ята илнĕ ентешĕмĕрсене – П.Бухтуловпа С.Коновалова асăнчĕ, халь пурăнакан ветерансене ырăпа асăнчĕ. Унтан тăшманпа çапăçса пуçне хунисене асăнса пĕр минут шăп тăтăмăр.
Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Николай Гордеевич Богатырев, тыл ĕçченĕ Матрена Михайловна Катякова, районти ветерансен совечĕн председателĕ Римма Антоновна Гурина, Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем – Вячеслав Хвостовпа Анна Николаева тухса калаçрĕç. Вĕсен ăшă сăмахĕсем кашнин асĕнче яланлăхах юлĕç.
Оркестр хаваслă кĕвĕ вылянă май çынсем монумент умне чечек кăшăлĕсемпе çыххисем хума пуçларĕç. Автоматсенчен тата ракетницăран персе салют пачĕç. “Вăрçăри зенитка пекех ку, платформи кăна ансăртарах”, – куçĕсене шăлать ав тăхăрвунă çулсенелле çывхаракан вăрçă ветеранĕ, Çăлпуçĕнче пурăнакан А.Степанова. Ятарласа зенитка курма килнĕ иккен вăрçăра зенитчица пулнă хĕрарăм.
Йăлана кĕнĕ чупу та пулчĕ уявра. “Тăрмăш – Тăвай маршрутпа чупакан спортсменсем килсе çитеççĕ кĕçех”, – пĕлтерчĕ программăна йĕркелесе пыракан. С.Семенов (Çĕнĕ Пуянкасси), Е.Андреев (Тăвай), А.Краснов (Йăнтăрчă), К.Иванова (Тĕмер), И.Иванова (Эльпуç), А.Алексеева (Тăвай) – 10–13 çулхисем, Е.Петров, С.Игнатьев, Ф.Степанов (Çĕнĕ Пуянкасси), М.Германова, А.Миронова (Йăнтăрчă), А.Андреева (Чутей) – 14–15 çулхисем, О.Максимова (Эльпуç), А.Соколова (Тĕмер), О.Иванова (Тăрмăш), Д.Григорьев (Енĕш Нăрваш), Н.Иванов (Çĕнĕ Пуянкасси), Е.Алексеев (Тăрмăш) – 16–17 çулхисем, Н.Шмыков (Мучар), Н.Сормов (Вăрманхĕрри), С.Михайлов (Тăрмăш), М.Сорокина (Тăвай), С.Паймикина (Тĕмер), Е.Гаврилова (Эльпуç) – 18–39 çулхисем, С.Кириллов (Çĕнĕ Пуянкасси), Ф.Максимов (Эльпуç) – 40–49 çулхисем, 50 çултан аслăрах В.Афанасьев (Тăрмăш) чи лайăх результатсем кăтартнă, харпăр хăй дистанцийĕсенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Пурĕ 167 çын чупăва хутшăннă. Тăрмăшри вăтам шкулта вĕренекенсем вара кĕрешÿ мелĕсене кăтартрĕç.
Тăвай шкулĕнчи кадетсемпе çамрăк армеецсен мала тухнă отрячĕсем стройпа утнине кăмăлласах паллашрĕç çынсем. “Тăвайри кооператив” потребобщество сутуçисем кашни уявах илем кÿреççĕ. Вĕсем тĕрлĕ тавар, тутлă шашлык сĕнчĕç уяврисене.
Ветерансен хорĕ, Тăвайри культурăпа кану центрĕн ансамблĕсем, культура çурчĕпе библиотекăсенче ĕçлекенсем, ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центра çÿрекенсем тата ыттисем те – пурĕ 75 артист – хутшăнчĕ 53 номерлĕ концерт программине. Салтак пăттине те тутанса пăхма май пулчĕ кăçал.
Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине Тăвай енре пур ялта та лайăх паллă тунă. Малашне те мирлĕ, туслă, ĕçлĕ пурăнма тĕллев тытнă çакăн хыççăн районта пурăнакансем.
"Ял ĕçченĕ"