Тăвай Енре стела уçрĕç
Тенеяль – Канаш маршрутлă автобуспа çÿрекенсем асăрханă пулĕ-ха Тăвай сăрчĕ çинче, Улянкăна каякан çулăн сылтăм енче юлашки кунсенче çынсем тĕрмешнине. 1941–1942 çулсенче тĕрлĕ районсенчи хĕрсемпе хĕрарăмсем йывăрлăхран шикленмесĕр окопсемпе траншейăсем чавнине ĕмĕрлĕх асра хăварма стела тăвакансем çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлерĕç унта, Аслă Çĕнтерÿн уявне парне кÿчĕç.
Пысăках мар лаптăка бетон плитасем сарнă, вĕсем çинче икĕ тимĕр юпа тăрать. Юпасем çинче гранитран тунă орден палли. Юпасем умне – танксене тытса чармалли рельс татăкĕсенчен тунă “чĕрĕп” вырнаçтарнă. “Кунта 1941 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи январĕн 25-мĕшĕччен чăваш хресченĕсемпе колхозникĕсем хÿтĕлев сооруженийĕсем тăвас енĕпе паттăррăн ĕçленĕ” тесе çырса хунă гранит плиталлă вăл. Юпасемпе “чĕрĕпе” сăнчăрпа тытса çавăрнă. Нимех те калаймăн, питĕ сăнарлă тунă стелăна, хÿтлĕхпе хĕç (щит и меч), теме пулать.
Çу уйăхĕн çиччĕмĕшĕнче, ирхине 10 сехетре савăнăçлă лару-тăрура уçма хатĕрленчĕç ăна. Стелăн пĕр айккинче – Раççейпе Чăваш Ен, тепринче Çĕнтерÿ ялавĕсем вĕлкĕшрĕç. Хÿтлĕх сооруженийĕн панорами те пурччĕ. Кадет класĕнче вĕренекенсем стела умĕнче хуралта тăратчĕç. Тăвайпа Канаш районĕсен тыл ĕçченĕсем саксем çине вырнаçнăччĕ. Районти шкулсенче вĕренекенсем, тĕрлĕ организацисенче ĕçлекенсем пухăнса çитрĕç кĕçех палăртнă вырăна.
Митинга вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ В.Шакров уçрĕ. Унтан район пуçлăхĕ Н.Иванов сăмах илчĕ. “Вăрçă Чăваш Ене çитеймен. Анчах вăл пирĕн район çĕрĕсем çинче йĕр хăварнă. Шăпах ун тавра пухăннă эпир паян. Хусанти хÿтĕлев линийĕ Звениговск кукринчен пуçланнă та Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç, Арапуç ялĕсем тата Тăвай ен витĕр тухнă, Тутарстан чиккине çитиччен пулнă. Районăн çурçĕр енчен пуçласа кăнтăр енне çитиччен 50 километра яхăн тăсăлнă асăннă сооружени. 5 миллион кубла метр тăпра чавса кăларнă. Окопсем чылайччен вăрçă çинчен аса илтерсе тăнă районта пурăнакансене. Тавах сире, тыл ĕçченĕсем, ывăнма пĕлмесĕр ĕç-ленĕшĕн. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитрĕ. Çак пысăк уявпа пурне те ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх сунатăп”, – терĕ Николай Ильич. Вăл стела тума пулăшнисене Тав хучĕсем, митинга килнĕ тыл ĕçченĕсене хÿтлĕх сооруженийĕн пĕчĕк ÿкерчĕкне пачĕ. Пухăннисем ватăсене чĕрĕ чечек çыххисем парнелерĕç.
Ун хыççăн Матрена Михайловна Катяковапа Мария Яковлевна Сорокина (Тăвай), Нина Григорьевна Григорьева (Канаш районĕ) – хÿтлĕх сооруженийĕсене тума хутшăннисем, Канаш тата Тăвай районĕсен, Канаш хулин çар комиссарĕ Юрий Витальевич Барышов, запасри подполковник Николай Андреевич Степанов, Михаил Иванович Сурмин пенсионер (Йăнтăрчă) тухса калаçрĕç.
Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ тата С.Николаева учительница, А.Степанов (Енĕш Нăрваш) вăрçă вăхăтĕнчи сăнсене уçса паракан юрăсем шăрантарчĕç, А.Александров (Тăвай) сăвă вуларĕ.
Стела уçнине ÿкерме Шупашкарти телевиденичен те килнĕ.
“Никама та манман, нимĕн те манăçман”, – тенине çирĕплетсе пачĕç çапла пирĕн районта пурăнакансем. Вăрçă вăхăтĕнче хĕрсемпе хĕрарăмсем сивве, йывăрлăха пăхмасăр окопсемпе траншейăсем чавнине малашне Тăвай сăрчĕ çинчи стела аса илтерсех тăрĕ пире, вĕсем пекех тÿсĕмлĕ пулма хистĕ.
"Ял ĕçченĕ"