Ялтан яла çитет агитбригада
“Илемлĕ-çке тăван тавралăх
Уйра тыр-пул кашланă чух”, – тесе юрлаççĕ культура çурчĕн ĕçченĕсем. Тăвайри культурăпа кану центрĕ çумĕнче йĕркеленĕ “Пучах” агитбригада вырма пуçланнăранпах ялтан-яла çÿрет çапла. Кĕршере, Тăрмăшра, Чутейре пулнă вĕсем.
Иртнĕ кунсенче ак Кичче çитрĕç. Магазин çывăхĕнчи лапама халăх чылай пуçтарăнчĕ. Йĕтем çинче ĕçлекенсем те канма кăмăл турĕç. Саккăрăн тата икĕ машинист ĕçлетчĕç унта. “Шăрăх пулин те, юрă-кĕвĕ те итлес килет”, – теççĕ вĕсем.
Чи малтанах Г.Яковлева уполномоченнăй халăх çыравĕ пирки ăнлантарчĕ. Мучар ял поселенийĕн пуçлăхĕ О.Шакшина суйлав ыйтăвĕсене хускатрĕ. Район администрацийĕн социаллă аталану, культурăпа спорт пайĕн пуçлăхне Г.Масленникова та тимлĕ итлерĕç пухăннисем. 30–35 минута тăсăлакан концерт программипе питĕ кăмăллă юлчĕç ял ĕçченĕсем.
Агитбригада ялсенчи культура çурчĕсене кĕрсе тухать, сĕнÿсем парать. Хĕле мĕнле хатĕрленнипе, ĕç планĕсемпе паллашать.
"Ял ĕçченĕ"