Çăлпуçĕнчи клуба юсарĕç
Çăлпуçĕнче ял хуçалăх производстви саланса кайнăранпа пурнăç йывăрланчĕ. Ĕç тума тытăнсан, укçа, техника, ĕç вăйĕ çуккипе чăрмавсем сиксе тухаççĕ. Района ертсе пыракансем тăрăшнипе, Тăвай ял поселенийĕпе килĕштерсе ĕçленипе хăй вăхăтĕнче пирĕн ялта хăш-пĕр ĕçсене вăхăтра туса ĕлкĕрчĕç. 1991–1992 çулсенче кĕске вăхăтрах 200 вырăнлă, икĕ хутлă клуб туса лартрĕç. Айккинерех спорт залĕ те пур. Пысăк котельнăй та клуб çывăхĕнчехчĕ. Вăл 1992 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă. Заведующире Марина Краснова тăрăшатчĕ. Çичĕ-сакăр çул хушши унта ĕçсем йĕркеллех пулса пычĕç, тĕрлĕ мероприятисем иртетчĕç. Каçсерен ташă каçĕсем, праçниксенче концертсем пулатчĕç. Çĕр кăмрăкĕ илме укçа-тенкĕ вăхăтра уйăрса паманнипе, системăран шывне кăларма тивнĕ. Хăш-пĕр пăрăхсем пĕрех шăнса çурăлса юрăхсăра тухнă. Ĕç путланчĕ вара. Кирлĕ вăхăтра электроэнерегипе ăшăткаласа тăнă-ха. Котельнăй ĕçлеме пăрахсан, унти электрооборудование çаратса пĕтерчĕç. Юлашки вăхăтра клуб тăрринчен çулла çумăр шывĕ, çуркунне юр ирĕлсе анса стенасем тăрăх юхса ларнă. Хăш-пĕр çĕрте штукатурка хăйпăнса ванса пĕтнĕ, кирпĕчĕсем те патракланма пуçланă. Çапла культура çурчĕ хăйĕн илемне çухатма пуçланăччĕ. Выльăх витине аса илтеретчĕ.
Çавна шута хурса кăçал клуба çĕнĕрен юсаттарма шутларăмăр. Аслисем тăрăшсан, клуба газпа хутса ăшăтмалла тăвас шухăш-ĕмĕтпе пурăнатпăр, проекчĕ хатĕр. Пурнăç йывăр пулсан та çыннăн яланах малалла талпăнмалла. Фельдшер пункчĕ валли те пÿлĕм хатĕрлерĕмĕр унта. Ялта ватăсем, инвалидсем нумай. Аслисен шухăш-кăмăлне ку енĕпе турă çавăртăрах. Клуба икĕ хучĕпех юсав тума, ăшăтса пăхса тăма нумай укçа-тенкĕ кирлĕ. Çавна шута хурса аялти хута çеç юсаттарнă. Юсав ĕçне Канашри строительство организацийĕ пурнăçларĕ, директорĕ – Михаил Сергеевич Николаев, Валерий Максимов прораб та тăрăшрĕç. Вĕсен рабочийĕсем ытти çĕрте те ĕçлеççĕ пулсан та, вăхăт тупса ĕçе мĕнле тумаллине килсе тĕрĕслесе, вĕрентсех тăчĕç. Клуба юсанă çĕрте ырми-канми хавхаланса çак юлташсем тăрăшса ĕçлерĕç: Сергей Васильев, Владимир Кириллов, Олег Домов, Владимир Максимов, Алексей Максимов, Вениамин Егоров, Владимир Башкиров. Клуб тăрне, шыв яман материала икĕ хут хурса, витсе тухрĕç. Шалта ытлашши алăксене илсе кирпĕчпе купаларĕç. Кивĕ алăксене юсанă, çĕннисем те лартнă. Ăшă паракан системăна сÿтсе улăштарнă. Тамара Савова, Светлана Тумашкина, Антонина Гордеева штукатур-малярсем тăрăшса ĕçлерĕç. Хамăр тутарма шутланă ĕçсене пĕр хирĕçлемесĕр, кăмăлпа пурнăçласа пычĕç. Стенасене, урайне, ăшă системин пăрăхĕсене, чÿречесене икшер хут сăрларĕç. Вĕсем мĕнле ĕçленине пăхса тăрса тĕлĕнеттĕм. Тума çук пек туйăнакан япаласене те штукатурка туса сăрласа якатма пултарчĕç. Юсавра хавхалантарса пынă Канашри строительство организацийĕн директорне Михаил Сергеевич Николаевпа Валерий Максимов прораба тав тăвас килет. Вĕсем ĕçлекенсемпе яланах çыхăну тытса тăчĕç. Шăрăх çанталăка пăхмасăр пурте тăрăшса, хавхаланса ĕçлерĕç. Çăлпуç клубне юсаса панă юлташсене ялта пурăнакансен ячĕпе пурне те тав тăватпăр. Малашне те ĕçĕрсем ăнса пыччăр, вăрăм кун-çуллă, çирĕп сывлăхлă пулăр.
"Ял ĕçченĕ"