Художник куравĕ уçăлчĕ
Чăваш халăх художникĕ, РСФСР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Моисей Спиридонович Спиридонов çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа художник çуралса ÿснĕ ялти – Енĕш Нăрвашри – историпе астăвăм музейĕнче ятарлă курав уçăлчĕ. Залра М.С.Спиридоновăн автопортретне, “Садра”, “Кавказ пейзажĕ”, “Атăл леш енчи утă капанĕсем”, “Атăл çинчи ăмăр çанталăк”, “В.О.Осипов капитан портречĕ”, “Михайловкăри замок”, “Красная Чувашия” колхозăн пĕрремĕш председателĕ Г.М.Мижеев” тата ытти ĕçĕсене курма пулать, пурĕ – 27 картина. Енĕш Нăрваша юбилей кунĕсене ятарласа килнĕ чăваш художникĕсен ĕçĕсене вара уйрăм пÿлĕмре вырăн панă. В.Степанов, В.Яковлев, И.Егорова, А.Иванов "хамăр ентеш" художниксем плэнер вăхăтĕнче ÿкернĕ ĕçсем. Вĕсенчен ытларахăшĕ М.С.Спиридоновăн çамрăклăх çулĕсемпе çыхăннă пейзажсем. Вĕсен хушшинче - “Спиридонов урамĕ”, “Спиридонов çурчĕ”, “Мунча”, “Киремет”, “Çырма хĕрринчи йăмра”, “Пÿрт умĕнчи тараса”, “Енĕш Нăрвашри çиллĕ кун” тата ытти те - пурĕ 21 ĕç.
Курава уçнă çĕре ЧР Художникĕсен пĕрлĕхĕн правленийĕн председателĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.А.Кузьминпа А.В. Иванов-Сĕрмек "хамăр ентешсем", В.С.Степанов художник, райадминистрацин экологипе АПК аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕ В.А. Ванерке, ял тăрăхĕн специалисчĕ Л.А.Николаева, чăваш этнографийĕн, йăла-йĕрке тĕпчевçи Н.Е.Наумов, Моисей Спиридоновичăн тăванĕсем, общественность представителĕсем хутшăнчĕç. Тухса калаçакансем М.С.Спиридонов ĕçĕсене пысăк хак пачĕç. Курава уçма хутшăннисем музей залĕсемпе тĕплĕн паллашрĕç, художник пурăннă урама, унăн музей-çуртне çитсе курчĕç, унти экспонатсемпе паллашрĕç. Шупашкартан килнĕ хăнасене “Енĕш Нăрваш ялĕн историйĕ” кĕнеке парнеленĕ.
"Ял ĕçченĕ"