РАЙОНТИ УДАРЛĂ СТРОЙКĂРА
Элпуçĕнчи вăтам шкулăн çурчĕ кунсерен типтерленсе капăрлансах пырать. Акă тăрă тăвакансем тĕп çуртăн тăррине струпилсемпе пăрăссем вырнаçтарса тухрĕç. Штукатурсем 1-мĕш хута паян-ыран вĕçлеççĕ. Каменщиксем спортзалăн пĕр енчи стенине хăпартаççĕ. Виçĕм кун 1-мĕш хутра чÿречесем лартма тытăннă. Пур çĕрте те ĕç вĕресе тăрать.
"Ял ĕçченĕ"