Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Çырав ăнăçлăхĕшĕн

Пĕтĕм Раççейри çыравччен вăхăт пĕр уйăх юлчĕ. Чутейри ял поселенийĕн территорийĕнче ăна вăхăтра та ăнăçлă туса ирттерме пĕтĕмпех хатĕрленсе çитнĕ темелле. Çырава йĕркелесе ирттерекенсем хăйсен тивĕçне пĕлеççĕ. Пирĕн Чутей ял поселенийĕн территорийĕнче пурĕ 456 кил хуçалăх. Вĕсене пурне те номерлесе тухнă, урамсен ячĕсене çĕнĕрен çырса çапнă. Çырав ыйтăвĕсемпе 5 стена хаçачĕ кăларнă, вĕсенче кашни ыйтăва уçăмлă çутатса пама тăрăшнă. Стена хаçачĕсене, ял поселенийĕнчисĕр пуçне, ыттисене Чутейпе Çĕнĕ Ишпуçĕнчи клубсемпе библиотекăсене вырнаçтарнă. Çырав ыйтăвĕсемпе çынсемпе те тăтăшах курса калаçнă, ăнлантарса панă. Халăх хушшинче ку ĕçе халĕ те куллен тенĕ пек туса пыратпăр.
Çакна та асăнмалла: çырав ирттерме пире 13 пин те 500 тенкĕ уйăрса панă. Унпа пĕтĕмпех тĕллевлĕ усă курнă.


"Ял ĕçченĕ"
14 сентября 2010
00:00
Поделиться