Иккĕмĕш çитнĕ
Тĕмерти вăтам шкулăн 10–11 класĕсенче вĕренекенсем çăмăл атлетсен районти эстафета ăмăртăвĕсенче 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç, “Ял ĕçченĕ” хаçат парнине тивĕçрĕç. Иртнĕ вырсарнире вара шкул команди “Советская Чувашия” хаçат парнисемшĕн – Чăваш Ен прессин спорт фестивалĕн юлашки тапхăрне хутшăнчĕ. 60 ытла команда пулнă ăмăртусенче. Хăйсен ушкăнĕнче чупнă 18 командăран тĕмерсем финиша иккĕмĕш çитнĕ. Мат-тур, ачасем!
"Ял ĕçченĕ"