Комплекслă пулса пырать
Элпуçĕнчи вăтам шкул çуртне тăвасси комплекслă пулса пырать. Строительсем спорт зал стенисене хăпартса чÿрече тăррисене перемычкăсем хунă пулсан, штукатурсем 1-мĕш хутра юлашки метрсене штукатуркăлаççĕ, чÿрече блокĕсене вырнаçтарса пĕтернĕпе пĕрех (1-мĕш хутра). Территорие карта тытса çаврăннă, урам енĕ кăна юлнă.
"Ял ĕçченĕ"