Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Кĕр акипе хаксен политикин ыйтăвĕсем – кулленхи тимлĕхре

Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев вырăнти самоуправлени органĕсен ертÿçисемпе кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварас ыйтупа видеоконференци ирттернĕ.
Республика пуçлăхĕ çакна палăртнă: типĕ çанталăка пула шур курнă пур харпăрлăхри хуçалăхсене те патшалăх пулăшу парать, çакна валли виçĕ кун хушшинче 301, 8 млн. тенкĕ уйăраççĕ. Паянхи кун тĕлне аграрисене субсидисем те план йĕркипе тÿлесе пынине, 853 млн. тенкĕ уйăрнине тата ку тĕлĕшпе малалла та ĕçленине палăртнă.
М.Игнатьев мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ кăштах чакнине кăтартса панă, çамрăк выльăхсене упраса хăварма 250 млн. тенкĕ уйăрса хунине палăртнă. “Эпир Сирĕнпе кашни пуç выльăхшăн яваплă. Выльăхсен йышне тата ĕç вырăнĕсене чакарса, ялта социаллă йывăрлăх туса хумалла мар”. – тенĕ Президент.
М.Игнатьев пирвай тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăнă: кĕр тыррисем акассине вĕçлемелле, выльăх апачĕ хатĕрлемелле тата кÿрсе килмелле, химизаци хатĕрĕсен запасне туса хумалла.
Кредитсене тÿлессине каяраха куçарас пирки те асăннă.
Президент Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене паракан пулăшупа та интересленнĕ.
М.Игнатьев республикăри хуласемпе ялсенчи суту-илÿ сечĕсенче хаксене йĕркелес ыйтăва тата муниципаллă шайра сутăн илессине эффективлă йĕркелесе ирттерес ыйтăва çĕнĕрен хускатнă, ку ĕçри çитменлĕхсене пĕтермеллине палăртнă, майсене кăтартса панă. “Проблемăсене татса парассипе вĕçĕм çĕнĕ çул-йĕрсем шырамалла. Хуçасăрлăхпа тимсĕрлĕхе типĕ çанталăк çине йăвантармалла мар”, – тенĕ Президент.
Тĕрĕсленĕ вăрлăхсемпе акмалла. Президент хăш-пĕр районсенче удобренисĕр акнине, çавăнпа калчасене апатлантарма кирлине кăтартса панă. Удобренисем туянассипе çителĕксĕр ĕçленисен шутĕнче ытти чылай районсемпе пĕрлех Тăвай районне те асăннă.
Президент кĕр тыррисем акнипе сентябрĕн 15-мĕшĕ, выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе тата вак харпăрлăх хуçалăхĕсене выльăх апачĕпе тивĕçтернипе – октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне отчетсем, çурхи культурăсем валли вăрлăхсем туянса хатĕрлени çинчен 2010 çулхи ноябрь тĕлне информаци кĕтет.

ЧР Президенчĕн Администрацийĕн пресс-служби.



"Ял ĕçченĕ"
14 октября 2010
00:00
Поделиться