Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Инвалидсен прависене хÿтĕлесе

Инвалидăн та ытти çынсемпе танах ирĕклĕхĕсемпе прависем пур. Патшалăх вĕсене хÿтĕлет. Акă нумаях пулмасть район прокуратури инвалидсене законсемпе килĕшÿллĕн социаллă инфратытăм объекчĕсене кĕрсе тухмалли условисемпе мĕнле тивĕçтернине тĕрĕслерĕ, уйрăм çитменлĕхсем тупса палăртрĕ. Хальхи вăхăтра социаллă çĕнĕ объектсене çĕкленĕ чухнех инвалидсен нушисене шута илеççĕ-ха, ятарлă условисем туса памасан объекта комисси те йышăнмасть. Çавах та район территорийĕнчи çуртсенчен ытларахăшĕ унччен тунисем. Çавăнпа та юлашки çулсенче тĕп больницăн поликлиникине, выртакан стационара, спорткомплекс çуртне, район центрĕнчи магазинсене, автостанцие, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кĕмелли çĕре кÿмепе çÿрекен инвалидсем валли пандуссем туса панă. Район центрĕнчи культурăпа кану центрĕн çуртне кĕме пандус та, карлăк та çук. Çавăн пек тĕслĕхе ачасен спорт шкулне кĕнĕ çĕрте те курма пулатчĕ. Унта пандус пур, карлăкĕ çукчĕ. Костыльпе е кÿмепе çÿрекен инвалида çурта кĕме йывăрччĕ. Халĕ, прокуратура представленийĕ тăрăх, ДЮСШри çитменлĕхе пĕтернĕ, инвалидсене картлашка тăрăх хăпарма карлăк туса панă.


"Ял ĕçченĕ"
12 ноября 2010
00:00
Поделиться