Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тăрмăшри Андреевсем хутшăнчĕç

Чăваш патшалăх драма театрĕн сцени çинче “Çулталăк çемйи – 2010” конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç. 2004 çултанпа ирттереççĕ ăна. Çичĕ çулта унта ĕçре пысăк çитĕнÿ тунă, общество хисепне тивĕçнĕ, ачасене тивĕçлĕ воспитани паракан 1341 çемье хутшăннă.
Конкурса пирĕн районтан Андреевсен çемйи хутшăнчĕ. Вĕсем пиллĕкĕн пулчĕç. Роза Павловнапа Михаил Андреевич, ывăлĕпе кинĕ – Николай Михайловичпа Любовь Власовна, мăнукĕ Инесса. Дарина мăнукĕ чирленĕ пирки пыраймарĕ.
“Обществăн тикĕс аталанăвĕ çемьери лăпкăлăхпа тата çураçулăхпа тÿрремĕнех çыхăннă. Эсир Чăваш Енри ытти çемьесемшĕн тĕслĕх пулса тăратăр”, – палăртрĕ Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев уява пухăннисене саламланă май. Вăл 50 çул е ытларах пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăнакан мăшăрсене “Юратупа шанчăклăхшăн” орденпа чысларĕ. Тĕрлĕ номинацире çĕнтернĕ çемьесене те парнесемпе хавхалантарчĕç.
Пирĕн ентешсем чăваш тумĕпе тухрĕç сцена çине. Эпир савăнтăмăр та, мухтантăмăр та хамăр ялти Андреевсем çакăн пек чыса тивĕç пулнăшăн.
Чăннипех те, çирĕп, телейлĕ, халăх сума сăвакан çемье вĕсен. Аслисем кĕçĕннисене ертсе пыраççĕ, кĕçĕннисем аслисенчен иртмеççĕ, яланах пĕр-пĕринпе канашлаççĕ, сÿтсе яваççĕ, пĕрле ĕçлеççĕ, савăнаççĕ, хуйха та пĕрле пайлаççĕ.
Михаил Андреевич нумай çул Ленин ячĕллĕ хуçалăхра механизаторта ĕçленĕ. “Хисеп Палли” орденпа наградăланă, ВДНХн бронза медальне илнĕ. Роза Павловна ветеринарта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Иккĕшĕ те – ĕç ветеранĕсем. Ывăлĕ Николай ашшĕ çулĕпе кайнă, хăй вăхăтĕнче хуçалăхри чи лайăх трактористсенчен пĕри пулнă. Халĕ Канашри пушар чаçĕнче тăрăшать. Унăн мăшăрĕ Любовь Власовна – библиотекарь, “Единая Россия” партин вырăнти организацийĕн ертÿçи, “Çăлкуç” фольклор ушкăнĕн активлă членĕ. Аслă хĕрĕ Инесса ялти шкула лайăх паллăсемпе пĕтерчĕ, халĕ педуниверситетра вĕренет. Дарина пĕчĕк-ха, садике çÿрет, тепĕр çулне шкула каять.
Андреевсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, илемлĕ чечексем ÿстереççĕ. Эпир туслă çемьене ырлăх-сывлăх, тăнăçлăх, телей сунатпăр.


"Ял ĕçченĕ"
07 декабря 2010
00:00
Поделиться