Фестивальсемпе конкурссенче
Декабрĕн 3–4-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта ачасен искусство шкулĕнче электроакустика музыкипе ачасен регионсем хушшинчи “Атăл–Идель” фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Ăна ЧР культура министерстви, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн наукăпа методика пайĕ, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн культура пайĕ, Çĕнĕ Шупашкар хулин ачасен искусство шкулĕ тата Хусан хулинчи Советская районĕн “Ача-пăча академийĕ” пултарулăх центрĕ пĕрле йĕркеленĕ.
Унăн тĕллевĕ паллă: электронлă музыка пултарулăхĕн тĕрлĕ формисене, ачасен музыкăри пултарулăхне аталантарасси, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашасси.
Конкурс 3 ÿсĕм ушкăнĕнче çак номинацисемпе пулчĕ: пĕчченшерĕн вылясси, электроакустика ансамблĕ, джаз импровизацийĕ, аранжировка тата автор композицийĕ.
Конкурса пирĕн районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕн музыка уйрăмĕнче вĕренекенсем хутшăнчĕç: клавишлă синтезаторсен ансамблĕсем Елена Андреевапа Виктория Григорьева (вăтам ÿсĕмри ушкăн), Варя Лашмановапа Настя Григорьева (кĕçĕн ÿсĕм) тата пĕчченшерĕн выляссипе Аня Игнатьевапа Оля Лебедева (вăтам ÿсĕм). Ансамбльсем иккĕшĕ те фестивалĕн III степеньлĕ лауреачĕсем, солисткăсем дипломантсем пулса тăчĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: “Атăл–Идель” фестиваль-конкурса хутшăннисем.
"Ял ĕçченĕ"