Хаксем иртнĕ эрнери майлах
Социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукчĕсен мониторингне тишкерес-тĕк, иртнĕ эрнеренпе улшăнусем туйăнмаççĕ. Сахăр песукĕ ноябрь вĕçĕнче “Миланăра” 35, “Дубравăра” 36, “Тăвай кооперативĕнче” 39, “Сахарокра” 37 тенкĕ те 50 пус тăнă пулсан, çак тунтикун та çавах пулнă. Хура тул кĕрпи чи йÿнни – “Центр притяженире” (55 тенкĕ), чи хакли – “Тăвай кооперативĕнче” (73 тенкĕ), “Миланăра” вăл 62, “Дубравăра” 68, “Сахарокра” 66 тенкĕ те 70 пус. Ыраш çăкăрĕпе булкăсен хакĕсем пур çĕрте те пĕрешкел пулсан, чăх çăмартин вара кашни магазинăн хăйĕн – 30 тенкĕрен пуçласа 37 тенкĕ таран (10 штукĕ). Чи йÿнни – “Миланăра, чи хакли “Тăвай кооперативĕнче”. Чи йÿнĕ тăвар – “Сахарокра” (5.70). Чăх какайĕ “Миланăра” йÿнĕрех (94 т.), “Сахарокра” – хаклăрах (112.70).
Сĕт, услам çупа тип çу хакĕсем, умĕнхи эрнерипе танлаштарсан, улшăнман.
Районти тĕп больница апат-çимĕç продукчĕсем туяннă чухне бюджетран уйăракан укçа-тенкĕне палăртнинчен 35 пин тенкĕ ытларах тăкаклани, çав суммăна бюджета тавăрса пани (унпа продуктсем туяннă çĕртех усă курнă) çинчен вулакана пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Иртнĕ уйăхра вара вĕренÿ учрежденийĕсем те ытлашши пулнă тăкака (94, 335 пин т.) саплаштарнă. Хальхаççăн бюджет укçине ытлашши тăкакланă тĕслĕхсем пулман.
"Ял ĕçченĕ"