Ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе – канашлу
Иртнĕ эрнекун районти ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе зооветспециалистсем тата фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем ял хуçалăхĕнчи 2010 çулхи 11 уйăхри ĕçсене пĕтĕмлетнĕ тата 2011 çул валли задачăсем палăртнă.
Канашлу Кармалти В.Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕн никĕсĕ çинче пулса иртнĕ. Канашлăва хутшăннисем сĕт-çу ферминче пулнă. ХФХ пуçлăхĕ выльăхсене хĕл каçарасси мĕнле пулса пынипе паллаштарнă. Фермăра 294 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ, çав шутран 80—шĕ – ĕнесем. Сыснасем 865 пуç. Витесене хĕле хатĕрленĕ. Смеситель–кормораздатчик туяннă. Вăл апатса вĕтетет, хутăштарать тата ĕнесене валашкасем çине валеçсе парать.
ХФХ пуçлăхĕ хĕрлĕ кĕтесре фермер хуçалăхĕн малашлăх аталанăвĕн тĕп енĕсем çинчен каласа панă.
Хĕрлĕ кĕтесри çавра сĕтел хушшинче сÿтсе явнă тĕп тема – кăçалхи 11 уйăхри ĕç итогĕсем тата 2011 çулта пурнăçламалли задачăсем. Ял хуçалăх секторĕн заведующийĕ Л.Берилло финанс ыйтăвĕсем тата ялта тавар туса илекенсене паракан патшалăх пулăшăвĕ çинче чарăнса тăнă, ертÿçĕсене 2011 çулта ака лаптăкĕсен структуринче выльăх апачлĕх культурăсене 40 процентран кая мар вырăн пама сĕннĕ. Çавăн пекех пĕтĕмĕшле пай харпăрлăхĕнчи çĕр участокĕсен прависене регистрацилес тата яланлăх (сроксăр) усă курмалли правасене йĕркелес ыйтусене хускатнă.
АПК аталанăвĕн экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Е.Михайлова выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи тĕп кăтартусене илсе кăтартнă. Районта 273 тонна аш-какай, 5768 тонна сĕт туса илнĕ. Ĕнесен продуктивлăхĕ ÿссе пырасси сыхланса юлнă. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 2010 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2796 пуçпа е умĕнхи çулхин 106 проценчĕпе танлашать.
Районти хуçалăхсенче 1 условнăй выльăх пуçне 18,5 ц апат единици тивет.
“Россельхозцентрăн” районти филиалĕн начальникĕ В.Синяков тата райадминистрацин АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н.Краснов ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсен хисепĕпе пахалăхĕ пирки каланă. Çурхи культурăсен вăрлăхĕсем хальлĕхе 76 процент кăна пур тата массăллă репродукциллĕ вăрлăхсен тÿпи 40 процентпа танлашать. Канашлăва хутшăннисем вăрлăхсен, çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем тата вĕсемпе тивĕçтерекенсен реквизичĕсем çинчен информацисем илнĕ.
Районти тĕп ветинспекторĕн çумĕ Л.Симушкина районти эпизооти лару-тăрăвĕпе тата сикекен чирсенчен сыхланса тунă профилактика мероприятийĕсемпе паллаштарнă.
Канашлу ĕçне райадминистрацин АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Ванерке пĕтĕмлетнĕ.
"Ял ĕçченĕ"