Информаци кунĕ пулчĕ
Раштавăн 15–мĕшĕнче районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информаци ушкăнĕсем виçĕ ял тăрăхĕнче пулчĕç. Чăваш патшалăх вĕренÿ учрежденийĕн проректорĕ Е.В.Казакова, район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ В.Я.Шакров Элпуçĕнчи вăтам шкулта РФ Президенчĕн Д.А.Медведевăн Федераци Пухăвне янă, ЧР Президенчĕн М.В.Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕсене сÿтсе яврĕç. Шкулта ĕçлекенсем Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ çинчен калакан федераллă закон проектне тишкернĕ чухне хăйсен ыйтăвĕсем çине те хурав тупрĕç.
Чăваш наци музейĕн директорĕпе И.П.Меньшиковăпа социаллă аталану, культура тата спорт пайĕн пуçлăхĕ Г.А.Масленников Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе вулавăшра тĕл пулчĕç. Пухăннисем ялти культура çуртне модернизацилесси пирки сăмах хускатрĕç, çак ĕçе хăвăртлатма пулăшу ыйтрĕç.
Раççейри профсоюз ĕçченĕсен Чăваш Республикинчи организацисен председателĕ Э.В.Иванов тата район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ В.И.Ильин Мучар ялĕн çыннисемпе калаçнă.
Аса илтеретпĕр, пĕрлехи информаци кунĕ кашни уйăхăн виççĕмĕш юнкунĕнче иртет. Информаци ушкăнĕсем ял çыннисемпе тĕл пулса калаçнисĕр, социаллă ыйтусене сÿтсе явнисĕр пуçне граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнаççĕ.
"Ял ĕçченĕ"