Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Республикăра лайăххисенчен пĕри

Раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашри историпе мемориал ха-лăх музейĕ уçăлнăранпа 20 çул çитет. Вăл республикăри ял му-зейĕсенчен чи лайăххисен шутĕнче. Музейра 8 пÿлĕм, 5400 ытла экс-понат упранать. Стенд нумай. Вĕсенчен чылайăшне Тăвай енĕн чи сумлă çыннисене халалланă. СССР халăх артистки В.К.Кузьмина, чă-ваш халăх художникĕсем М.С.Спиридоновпа Н.К.Сверчков, А.П.Майраслов, В.А.Кузьмин скульпторсем, театр тата литература деятелĕ Д.Д.Данилов, Хумма Çеменĕ писатель, С.М.Максимов компо-зитор, пĕр тăван Самуилов профессорсем тата ытти нумай ентеш çинчен пĕлме пулать.
Нăрвашри музей куллен тĕрлĕ экспонатсемпе пуянланса пырать. Çĕнĕрен те çĕнĕ стендсем йĕркелесе вырнаçтараççĕ. Тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ: экскурсисем, паттăрлăх, тăван ен, ÿнер тата ытти уроксем, тематикăлла выставкăсемпе тĕл пулусем.
Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13 сехетре Павел Меркурьевич Мер-курьев художник-фронтовикăн ятарлă выставки уçăлать, ăна музейăн 20 çулхи ĕçĕ-хĕлне халалланă. Кăмăл тăвакансене пырса курма йых-равлатпăр.
Сăн ÿкерчĕкре: музей директорĕ В.В.Петров, Чăваш наци музейĕн директорĕнче ĕçленĕ Э.К.Бахмистов, Нăрвашри музей директорĕнче ĕçленĕ О.И.Меркурьева, ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.В.Петров паттăрлăх пÿлĕмĕнче.


"Ял ĕçченĕ"
21 декабря 2010
00:00
Поделиться