Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Шыва кĕмелли таса çăл куç

Хĕллехи Микула кунĕ Кармал ялĕнче пысăк пĕлтерĕшпе палăрса юлчĕ. Кунта сăваплă çăл куç вырăнĕ уçма халăх йышлăн пухăнчĕ. Шыва сăваплама Канаш чиркĕвĕнчен Александр атте килнĕ.
Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.И.Иванов çак пархатарлă ĕçе активлă хутшăннисене тав турĕ. Уйрăмах ял старостине, вырăнти депутата Н.Г.Ласточкинпа А.А.Петрова предпринимателе ырăпа асăнчĕ. Ной Гаврилович йĕркелесе пынипе шыва кĕрсе чÿхенмелли пÿлĕме хăтлăх кĕртнĕ, куполне, хĕресне вырнаçтарнă. Электричество та илсе пынă. Паллах, ял администрацийĕ те çак ĕçрен айккинче тăман, стройматериалсем илсе парса пулăшнă.
Н.Ласточкин хăйĕн сăмахĕнче çак ĕçе нимелле тунине палăртрĕ. Альфред Гладков, Валерий Шашков, Сергей Гаврилов хастарсене тав турĕ. Александр атте православи тĕнĕн пысăк уявĕччен, кăшарниччен, турра çывăх çынсене çакăн пек пысăк парне тунине ырларĕ. Сăвапланă хыççăн нумай çын çак асамлă çăл куçра, 20 градус сивве пăхмасăр, шыва кĕчĕ, ятарласа илсе килнĕ савăтсене шыв тултарса кайрĕ.
Шыва кĕрсе тасалмалли вырăн ĕлĕкхи чиркÿ ларнă çĕртен аякра мар, Пайкаспа Уйкас урамĕсем хушшинчи айлăмра, вырнаçнă. Çапла вара районта шыва кĕрсе тасалмалли тепĕр вырăн уçăлчĕ.


"Ял ĕçченĕ"
21 декабря 2010
00:00
Поделиться