Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Тăвай тăрăхĕнче

Декабрĕн 21-мĕшĕнче Тăвай районне Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев килсе кайрĕ. Хăйĕн ĕçлĕ çул çÿревне республика ертÿçи районти электричество сетĕнчен (унчченхилле каласан, подстанцирен) пуçларĕ. Çакна тума ăна энергетиксен профессилле уявĕ çывхарса килни те хистерĕ тĕр. 2010 çул пирĕн районти энергетиксемшĕн паллă çулталăк пулса юлать. Çак кунсенче вĕсем çĕнĕ юсавпа эксплуатаци базине куçрĕç. Ку вăл 2 хутлă пысăк çурт (500 ытла тăв. метр). Унчченхи пĕчĕк çеç çуртпа танлаштарсан, ĕç условийĕсем халĕ палăрмалла лайăхланчĕç. Кунта ирĕк, çутă та, ăшă та çителĕклĕ. Йăла пÿлĕмĕ, душевойсем, санузел пур. Тепĕр 3 автомашина лартмалăх бокс хута янă. Çурта 2006 çултах тума тытăннă. Строительсем стенасене темиçе уйăхрах купаласа лартнăччĕ, анчах укçа-тенкĕ уйăрма пăрахнипе ĕçсем чарăнса ларнă. Кăçал кĕркунне кăна, укçа-тенкĕ уйăрсан, кунта 15 ытла млн. тенкĕлĕх ĕç тунă. Президент энергетиксене çывхарса килекен професси уявĕ тата Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх, çемьере тăнăçлăх сунчĕ. “Çутăпа татти-сыпписĕр тивĕçтерĕр, çутăпа ăшă пулсан, çынсене те хăтлă”, – терĕ Михаил Васильевич.
Çурта хĕрлĕ хăю кассах кĕчĕç. Çĕнĕ çурта кĕресси хăй йăлипех пултăр терĕç ĕнтĕ. Президентпа пĕрле журналистсем те чылаййăн килнĕ. Хăнасем производство пÿлĕмĕсем тăрăх курса çÿрерĕç. Михаил Игнатьев пуринпе те интересленчĕ, тĕрлĕ ыйтусем пачĕ. Акă иккĕмĕш хутра вырнаçнă диспетчер службин пÿлĕмĕнче Президента стена тăршшĕпе тенĕ пек тăсăлакан щит кăсăклантарчĕ. Ун тăрăх района электричествăпа тивĕçтерекен пĕтĕм сеть ĕçĕпе паллашма пулать. Сеть ăçта та пулин татăлчĕ пулсан, çав вырăн щит çинче тÿрех паллă пулать. Бригада çийĕнчех кăлтăка сирме тухса каять. Диспетчер щичĕн ĕçĕпе хăнасене С.Александров дежурнăй паллаштарчĕ.
Халĕ пур çĕрте те энергие перекетлес ыйту тăрать.
–Сирĕн районта электричество энергийĕ çухаласси миçе процент, мĕнле кĕрешетĕр ăна чакарас тесе? – кăсăкланчĕ Президент. Ун ыйтăвĕ çине «МРСК Волга» акционерлă обществăн «Чăвашэнерго» филиалĕн директорĕ Дмитрий Геннадьевич Иванов хурав пачĕ. Хулари потребительсемпе танлаштарсан, пысăк производство çук яллă районсенче электроэнерги нормăпа палăртнинчен ытларах çухалать иккен. Пурнăç çакна çывăх çулсенчех сирсе яма хистет. Энергие вăрласси, кăнтăр кунĕнчех урамсене çутатса тăрасси пулмалла мар. Çĕнĕ технологисем те çухатăва нумай чакарма пултараççĕ. Халĕ ялсенче çара пралуксене кабельпе ылмаштарас, вакуумлă выключательсем лартас ĕçсем пыраççĕ.
Энергетиксемпе сывпуллашнă хыççăн Президент “Акконд-Агро фирмăн” сĕте ĕçлесе хатĕрлекен тата ăна фасовкăлакан цехне çул тытрĕ. Ку çурт унччен райпон улма-çырлапа пахча çимĕçне ĕçлесе хатĕрлекен, кăлпасси кăларакан предприяти пулнă. Юлашки çулсенче “Акконд-Агро” çурта тĕпрен юсаса çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă. Шăпах Президент района килнĕ кун ăна хута ярса кăтартрĕç. Хальлĕхе кунта автомат çуллăхĕ 2, 5 процентпа танлашакан сĕте 1 литр кĕрекен полиэтилен пакетсене тултарать: минутра – 20–25 пакет, 40 минутра – 1 тонна.
Журналистсем пурне те пĕлме тăрăшакан çынсем.
–Пылак çимĕç кăларакан сумлă предприятие çак мини-завод, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен комплекс мĕн тума кирлĕ-ха? – ыйту парать пĕри.
–Камăн та пулин тумалла вĕт-ха çакна. Çынсемшĕн усăллă, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулаççĕ. Тепĕр енчен çакна вĕçне çитернĕ производство циклĕ вырăнне хума пулать: уй – выльăх-чĕрлĕх комплексĕ – ĕçлесе хатĕрленĕ продукци – магазин. Эпир ăна тытăнтăмăр та вĕçне çитертĕмĕр. Пирĕн сĕт продукцийĕ пысăк пахалăхлă, вăл витмен тавар пулса юлмĕ. Пурăна киле эпир производствăна анлăлатма та пултаратпăр. Çăмăл марччĕ тытăнма, анчах çула малалла утакан кăна парăнтарма пултарать, – хуравлать “АККОНДăн” генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Николаевич Иванов.
Хăнасем цех тăрăх пăхса çаврăнчĕç. Хаçатсем çинчи сăн ÿкерчĕксем тăрăх Президент нумайăшне çирĕп ыйтакан, ялан ĕç çинчен кăна шутлакан çын пулассăн туйăнатчĕ. Ку çапла пулмалла та ĕнтĕ. Анчах ку хутĕнче эпир Президентăн тепĕр енне те куртăмăр. Михаил Васильевич пĕрре те чĕнмесĕр тăмасть, пуринпе те хутшăнма, пурне те пĕлме тăрăшать, ăшшăн шÿтлесе те илет.
Заводра ĕçлекенсем хăнасене стакансене тултарнă хăйсен продукцине астивсе пăхма сĕнеççĕ.
–Ĕçĕр–ĕçĕр, ан вăтанăр, Шупашкарта ун пек тутлă сĕт тупаймăр, – кулать республика ертÿçи. Вăл “Акконд-Агро” туса илекен сĕт чăннипех паха пулнине, Евросоюзри патшалăхсен продукцине çывăх тăнине, пĕр пулсан вĕсенчен те иртме пултарасса палăртать. ЧР Ял хуçалăх министерстви тăрăшнипе ирттерекен республикăри конкурсра “Акконд-Агро” сĕчĕ кăçалхи 9 уйăхра кăна хăйĕн пахалăх паллисемпе 8 хутчен мала тухнă. Унпа “АККОНД” кондитерĕсем “Птица дивная” конфет, “Рози блюз” карамель, печенисемпе десерт туса кăларнă чухне усă кураççĕ, çăралатнă, çăралатса пĕçернĕ сĕт тăваççĕ. Хăнасем пастеризациленĕ, гомогенизациленĕ сĕте тутаннă хыççăн лайăх хак пачĕç.
–Сирĕн продукци, суту-илĕве кăларас тăк, мĕн хак пулма пултарать? – тет Михаил Васильевич.
–Рынока пĕчĕк тата пысăк хаксен категорийĕсемпе кĕме пулать. Пирĕн вăтам хак пулма кирлĕ, – хуравлать Валерий Николаевич. Шутларĕç те ăсра, унăн литрĕ 28 тенкĕрен хаклă пулмĕ терĕç.
Республика ертÿçипе хăнасем сĕте полиэтилен пакета тултаракан автомат ĕçĕпе паллашрĕç. Ăна Ижевскри заводра туса кăларнă. Автомат минутра 1 литрлă 20–25 пакет хатĕр сĕт кăларать. Çак кун ăна эксперимент йĕркипе кăна ĕçлеттерсе пăхрĕç. Нумай та вăхăт иртмĕ, райцентрти тата ытти магазинсенче “АККОНД” сĕтне туянма май пулĕ.
Президент цехра тăрăшакансене тухăçлă ĕçлесе пынăшăн тав турĕ, çывхаракан Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ, пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçусем сунчĕ.
Хăнасем ун хыççăн “Акконд-Агрон” выльăх-чĕрлĕх комплексне çитсе çаврăнчĕç, витесем тăрăх курса çÿрерĕç. Çак кунсенче комплексăн 2-мĕш черетне хута ячĕç. Çапла вара тулли хăватпа ĕçлесе кайсан (çакна 2012 çула планлаççĕ), комплексра 1000 пуç выльăх пулмалла. Сĕт туса илесси хальхинчен 2 хут ытла ÿсмелле. Çĕнĕ витене Тăвай ферминчен выльăхсен пĕр пайне – 200 ытла пуç – куçарнă. Пирвайхи черетпе хута янă витере 469 сăвакан ĕне тăрать.
Михаил Васильевич кунта та ыйтусем памасăр чăтаймарĕ. Ялта ÿснĕ, çĕр ĕçĕпе çыхăннă, ял хуçалăх министрĕ пулнă çынна пурте кăсăклантарчĕ. Вăл зоотехниксенчен, учетчикрен ыйтса пĕлчĕ, чи нумай сĕт паракан ĕнене курасшăн пулчĕ. Чи пысăк сăвăм – 36 литр иртнĕ уйăхра пулнă мĕн. Хăш ĕни панине аса илеймерĕç, анчах халĕ 30 литр антараканни 54-мĕш номерлине пĕлчĕç. Президент ăна, маттурскерне, ачашласа хăварчĕ.
Выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче тăрăшакансене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа ăнăçусем суннă хыççăн хăнасем Элпуçĕнчи вăтам шкулăн çĕнĕ çуртне кайса курчĕç, строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашрĕç. Строительство вĕçленсе пырать, çыпăçтараççĕ, сараççĕ, сăрлаççĕ. Хытă тăрăшсан, элпуçсем вĕренÿ çулĕн тепĕр çуррине çĕнĕ çуртра пуçлама та май пулĕ.
–Тĕпрен илсен, республикăра çĕнĕ шкулсем тăвасси вĕçленет темелле. Çуллен çĕнĕрен 4 шкул тăватпăр. Республика ертÿçисем вĕренÿ сфери умне лартнă ĕç системăллă, тĕллевлĕ пулса пырать, – терĕ журналистсене ЧР хула строительствипе обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров.
–Çурта кĕске вăхăтра туни ĕçсен пахалăхне чакармĕ-и? – пулчĕ ыйту журналистсенчен.
–”Старко” – паллă строительство фирми. Технологисемпе нормăсене пăхăнса объекта çак çулах ĕçе кĕртме тĕллев лартнă. Строительсене никам та васкатман, вĕсем хăйсен пултарулăхне, майĕсене шута илсе ĕçлеççĕ. Фирмăн генеральнăй директорĕ Андрей Спиридонович хăйĕн ентешĕсене япăх шкул туса пама пултараймасть. Ун пирки иккĕленме кирлĕ мар.
Президент строительсене ĕçри хастарлăхшăн тав тунă, Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа уйрăлнă.
Президентпа пĕрле Шупашкартан çавăн пекех республикăн ял хуçалăх министрĕ С.Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев килнĕ. Хăнасене район администрацийĕн ертÿçи Ю.Васильев илсе çÿренĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: «Акконд-Агро фирмăн» сĕт ĕçлесе хатĕрлекен цехĕ кăларакан продукци пахалăхĕпе паллашаççĕ. Малти планра – М.Игнатьев Президент, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» фабрикăн директорĕ В.Иванов тата район администрацийĕн ертÿçи Ю.Васильев.


"Ял ĕçченĕ"
24 декабря 2010
00:00
Поделиться