Культурăпа кану центрĕн презентацийĕ
“ЧР ялĕсенчи культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен” Указа пурнăçа кĕртсе Тăвай енре чылай ĕç туса ирттернĕ. 26 культура çуртĕнчен 19-шне газпа хутса ăшăтаççĕ. Икĕ çул хушшинче Тăрмăш, Енĕш Нăрваш, Тушкил, Йăнтăрчă, Çăлпуç, Чÿкçырми, Улянкă, Кармал, Тăвай ялĕсенчи культура учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Районта чи малтан, 2007 çулта Çĕнĕ Пуянкассинче модернизациленĕ учреждени ĕçлеме пуçланă.
Ялсенчи культура çурчĕсене çĕнетмелли программăпа килĕшÿллĕн Тăвайри культурăпа кану центрне республика бюджечĕн шучĕпе 600 пин тенкĕлĕх концерт костюмĕсем тата тĕрлĕ оборудованисем уйăрнă. Район центрĕнчи культура учрежденийĕнче халь сасă вăйлатакан, сцена çине çутă парса тăракан тата ытти оборудованисем, компьютерсем, телевизор, микрофонсем çĕннисем. Артистсен тумĕсем те еплерех илĕртÿллĕ. Хăйсем тунă укçа-тенкĕпе те чылай çĕнетнĕ çурта тăвайсем. Иккĕмĕш хутра та улшăнусем пулнă. Хыçалти алăксене çĕннисемпе улăштарнă, умĕнчи виçĕ юпана пластик материалпа сăрса илемлетнĕ. Сценăна пăхса ытармалла мар, тĕрлĕ тĕслĕ чаршавĕсенчен куç илес килмест, фойери чÿречесем те карăсемпе халь. Çапла вара тăвайсем çынсен канăвне çÿллĕ шайра йĕркелессишĕн çанă тавăрса ĕçленĕ.
Иртнĕ ытларикун вара “Тăвай районĕнчи культурăпа кану центрĕ” базăллă учрежденине уçрĕç.
Фойере районти ал ĕç ăстисен выставкине йĕркеленĕ. Тăвай енре ÿкерекенсем, макет тăвакансем, тĕрлекенсем, çыхакансем, çĕлекенсем нумай иккен. Е.Фомина, Н.Петрова, В.Стифонов, В.Моисеев, Н. Иванова, В.Терентьева, Г.Маковей, И.Галкина хăйсен ăсталăхĕпе чăннипех мухтанма пултараççĕ.
Шупашкарти халăх пултарулăхĕн çурчĕн директорне В.Бондарева çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç тăвайсем. Уяв программине Т.Николаева ентешĕмĕр ертсе пычĕ. Район центрĕнчи культура çурчĕ çулсем иртнĕ май еплерех çĕнелсе пынине, коллектив пултарулăхне сăнлакан кадрсемпе паллашрăмăр малтан.
Унтан район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ В.Ильин сăмах илчĕ. Валерий Иванович Тăвай енри культура çурчĕсенчи юсав ĕçĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. “Клубсен материалпа техника базине çирĕплетесси 2011 çулта та малалла тăсăлĕ. Районта культура татах аталанĕ, ку ĕçре çĕнĕ мелсемпе, технологисемпе усă курма пуçлĕç. Ял çыннисемшĕн чăн-чăн культура вучахĕсем, кану центрĕсем пулса тăрĕç клубсем”, – терĕ вăл юлашкинчен.
Шупашкарти халăх пултарулăхĕн çурчĕн директорĕ В.Бондарев çÿлерех асăннă Указа пурнăçлассипе республикăра мĕнле ĕçленипе кĕскен паллаштарчĕ, Тăвайри культурăпа кану центрĕн директорне Н. Иванована свидетельство пачĕ. Район администрацийĕн социаллă аталану, культурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Г.Масленников базăллă культура учрежденийĕн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр тесе ырă сунчĕ, республикăри культура министерствине, халăх пултарулăхĕн çуртне тăвайсене пулăшнăшăн тав турĕ.
Унтан концерт пуçланчĕ. Ветерансен хорĕ, “Çăлкуç” ансамбль, Тăвайри музыка шкулĕн вĕренекенĕсем, культурăпа кану центрĕнче, библиотекăра ĕçлекенсем, Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çуртне юрлама-ташлама çÿрекенсем пĕр сехет ытла хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. “Концерт курма аякка каймалла та мар пирĕн. Хамăрăн артистсемех хуларинчен ирттереççĕ”, – тесе мухтарĕç пухăннисем.
"Ял ĕçченĕ"