Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Хĕллехи сезона уçрĕç

Канмалли кунсенче райцентрти спорткомплексра йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн пыракан ăмăртусем иртрĕç. Хĕллехи сезона, ăшă сăмах каласа, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев уçрĕ. Вăл спортсменсене дистанцие ăнăçлă чупса тухма сунчĕ. Унтан ЧР Гимне итлерĕç пухăннисем. Ăмăртусен тĕп судйи В.Кузнецов чупу йĕркипе паллаштарнă хыççăн шкул ачисем чи малтан старта тухрĕç. Кĕçĕннисем 2 километра чупрĕç, 10–11 классенчен 3 километра хĕрсем, каччăсем вара 5 километра парăнтарчĕç. Çакăн хыççăн предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсем хăйсен маттурлăхне кăтартрĕç.
М.Алексеев (1 выр., Тăрмăш), А.Николаев (2 выр., Элпуç), Д.Алексеев (3 выр., Тăрмăш), В Конова (1 выр., Тăрмăш), И.Петрова (2 выр., Элпуç), Н.Георгиева (3 выр., Тăрмăш) – 6–7 классем хушшинче, И.Кириллов (1 выр., Тăрмăш), Е.Васильев (2 выр., Элпуç), Е.Максимов (3 выр., Элпуç), И.Иванова (1 выр., Элпуç), Ю.Ильина (2 выр., Тăрмăш), А.Федорова (3 выр., Элпуç) – 8–9 классем хушшинче, Д.Соркин (1 выр., Элпуç), А.Васильев (2–3 выр., Тăрмăш), Н.Степанов (2–3 выр., Тăрмăш) Н.Гаврилова (1 выр., Элпуç), Е.Кирзанова (2 выр., Тăрмăш), А.Гаврилова (3 выр., Элпуç) – 10–11 классем хушшинче çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
18 çултан аслăраххисенчен вара Д.Иварбеев (Элпуç), К.Федоров (Тушкил), А.Токмаков (Тушкил), Т.Иванова (Элпуç), Н.Максимова (Элпуç), В.Васильева (”Тăвайри кооператив”) малти виçĕ вырăна тухрĕç.
30–45 çулсенчисем хушшинче С.Максимовпа (Элпуç) Н.Максимова (Тăрмăш шкулĕ), П.Романова (Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ), М.Сорокина (Тăвай шкулĕ),
Н.Алексеевпа (Тăрмăш) Т.Иванова (Тăвай шкулĕ) чи пултаруллисем пулчĕç.
45 çултан аслисем те çамрăкраххисенчен юласшăн пулмарĕç. В.Романовпа (Çĕнĕ Пуянкасси) З.Андреева (Тăрмăш шкулĕ), В.Афанасьевпа (Тăрмăш шкулĕ) Р.Захарова (Тушкил шкулĕ), А.Ивановпа (Элпуç) Л.Петрова (Енĕш Нăрваш) хăйсен дистанцине чи лайăх кăтартусемпе парăнтарчĕç. Мала тухнă спортсменсене Дипломпа пылак парнесем парса хавхалантарнă. Ăмăртусем вăхăтĕнче “Тăвайри кооператив” потребобщество суту-илÿ йĕркеленĕ. Медицина ĕçченĕсем те спортсменсене пĕрремĕш пулăшу пама хатĕр пулнă.
Сăн ÿкерчĕкре: районти спортсменсем старта тухнă вăхăтра.


"Ял ĕçченĕ"
28 декабря 2010
00:00
Поделиться