Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Енĕш Нăрвашри музейăн уявĕнче

Енĕш Нăрваш ял поселенийĕнчи историпе мемориал халăх музейĕ уçăлнăранпа 20 çул çитнине паллă турĕç. Савăнăçлă саманта Шупашкартан килнĕ хăнасем, Тăвай район администрацийĕнчисем, Енĕш Нăрваш ялĕнче тĕрлĕ вырăнта ĕçлекенсемпе шкул ачисем хутшăнчĕç.
Енĕш Нăрваш ял пуçлăхĕ Виталий Васильевич Петров музей йĕркелес ĕçĕн чи малтанхи саманчĕсемпе унăн хальхи пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Ун хыççăн Владимир Васильевич Петров директор музейĕн çулленхи утăмĕсем пирки тĕплĕн каласа пачĕ, уйрăм пÿлĕмĕсем, тĕрлĕ экспонатсемпе историлле справкăсем çинчен пĕлтерчĕ.
Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев хутшăнчĕ. Юрий Егорович Енĕш Нăрваш ялĕнчи музей пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, И.Я.Яковлев тăрăшнипе тунă кивĕ шкул çуртне упраса хăварнăшăн, унта музей ĕçне йĕркелесе, ăна аталантарсах пынăшăн чĕререн тав турĕ. “Енĕш Нăрвашра çуралса ÿснĕ культура ĕçченĕсем Чăваш республикинче çеç мар, Раççей шайĕнче паллă пулни пире пурне те савăнтарать”, – терĕ. Музейăн кулленхи ĕçне пысăка хурса хакласа район администрацийĕн Хисеп грамотипе хаклă парне парса чысларĕ.
Ун хыççăн СССР халăх артистки Вера Кузьминична Кузьмина тухса калаçрĕ. Вăл çак шкул çуртĕнче вĕренсе ÿснĕ. “Чăннипе ялти музей нумай уйрăмлăхсемпе палăрса тăрать, тĕрлĕ йышши экспонатсем, Тăвай тăрăхĕн паллă çыннисем, картинăсемпе скульптура ĕçĕсем, Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне халалланă “Паттăрлăх” пÿлĕмĕ тата ытти те интереслĕ”, – хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ паллă ентешĕмĕр. Вера Кузьминична музея хăй усă курнă кĕнчелепе кĕнеке палатин пĕрремĕш директорĕн А.И.Ивановăн сăн ÿкерчĕкне парнелерĕ.
Çавăн пекех музей уявне паллă тума килнĕ чăваш ÿнерçисен союзĕн председателĕ Василий Ананьевич Кузьмин, “Аксар” студийĕн тĕп директорĕ Алексей Васильевич Иванов хутшăнчĕç, музея картинăсемпе кĕнекесем, чăваш юррисен дискĕсене парнелерĕç. Малалла Тăвай район администрацийĕнче ĕçлекенсем – Владимир Алексеевич Ванеркепе Геннадий Арсентьевич Масленников, Енĕш Нăрваш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Виталий Васильевич Петров, шкул директорĕ Олег Витальевич Ярмулин, ялти культура çуртĕнче ĕçлекенсен ячĕпе Зоя Ивановна Васильева, “Красная Чувашия” ЯХПК ертÿçи Владимир Валерианович Герасимов тухса калаçрĕç. Музей ĕçне йĕркелеме пысăк тÿпе хывнă О.Меркурьевапа В.Петрова Тав хучĕпе парнесем пачĕç шкул дирекцийĕпе ял тăрăхĕ. Культура ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç çакăн хыççăн.
Музейăн 20 çулхи юбилейĕнче Павел Меркурьевич Меркурьев педагогăн, художникăн, фронтовикăн картинисен выставкине мăшăрĕ уçрĕ. Ольга Ильинична картинăсен историйĕ, Павел Меркурьевичăн вăрçă çулĕсенче кăранташпа тунă эскизĕсем çинчен, чăвашсен авалхи ĕçĕ-хĕлĕ, йăлисем пирки каласа пачĕ.
Çынсем тĕрлĕ пÿлĕмсенче пулса курчĕç. Хăшĕ тыткăнлать, çавăнта ытларах чарăнса тăчĕç. Экспонатсемпе сăн ÿкерчĕксем парнелеме шухăшлакансем те пулчĕç. Калаçу çавра сĕтел хушшинче малалла тăсăлчĕ. Ялти музей пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шкул ачисене лайăх воспитани парас ыйтусене татса пама кирлĕ. Асăннă ĕçре ял тăрăхĕнче пурăнакансен те тăрăшмалла.


"Ял ĕçченĕ"
12 января 2011
00:00
Поделиться