Ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе – канашлу
Иртнĕ эрнере районта 2010 çулхи ял хуçалăх ĕçĕсен итогĕсем тата ял хуçалăх предприятийĕсем 2011 çулхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленес пирки канашлу пулса иртнĕ. Унта АПК предприятийĕсемпе организацийĕсен ертÿçисем, банксемпе Россельхозцентрăн Тăвайри филиалĕн представителĕсем хутшăннă.
Канашлăва Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев уçнă. 2010 çулхи ял хуçалăх ĕçĕсен итогĕсемпе тата 2011 çулхи задачăсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн ĕçĕсене тăваканĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.А.Ванерке паллаштарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, иртнĕ çул ял хуçалăхĕшĕн йывăр килнĕ. Хĕллехи сивĕсене пула кĕр калчисем чылай шăнса пĕтнĕ. Çуллахи типĕ те шăрăх çанталăка пула нумай лаптăкри ял хуçалăх культурисене списать тума тивнĕ. Апла пулин те, уйран пур пек пурлăха пухса кĕртнĕ. Пурĕ 4361 тонна (гектар пуçне 8, 8 ц) тырă, 418 тонна (гектар пуçне 116, 1 ц) çĕр улми тата 6 тонна (гектар пуçне 60 ц) пахча çимĕç пуçтарса илнĕ. Паллах, ял ĕçченĕсем çĕр ĕç культурине, тухăçа ÿстермелли ĕçсене туллин пурнăçлама тăрăшнă.
Фермăсенче выльăхсен йышне упраса хăварассипе, вĕсен продуктивлăхне хăпартса пырассипе, продукци ытларах туса илессипе тимленĕ. 2010 çулта пур категорири хуçалăхсенче 17, 6 пин тонна (106 проц.) сĕт туса илнĕ. Ĕнесен продуктивлăхĕ 4311 килограма çитнĕ, умĕнхи çулхинчен 12 процент ÿснĕ.
Аш-какай та умĕнхи çулхинчен кая мар туса илнĕ.
Ялта тавар туса илекенсене типĕ çанталăкран пулăшса патшалăх укçа-тенкĕ чылай уйăрса панă. Выльăх апачĕ туянма тухнă тăкаксене компенсацилеме хушма укçа-тенкĕ те уйăрнă. Районта çĕнĕ техника туянассипе, инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртессипе малалла ĕçленĕ.
Умри задачăсенчен чи малтанах выльăхсене ăнăçлă, вĕсен йышне чакармасăр хĕл каçарасси, продуктивлăха хăпартса пынă никĕс çинче пĕтĕмĕшле продукци туса илессине ÿстерсе пырасси, çурхи уй-хир ĕçĕсене йĕркеллĕ хатĕрленсе ирттересси, уйсен, вăл шутрах выльăх апачлĕх культурăсен тухăçне, çĕр ĕçĕн эффективлăхне ÿстересси, структурăсене тивĕçлĕ йĕркелесси, инвестици проекчĕсемпе çине тăрса ĕçлесси пулса тăрать.
Хуçалăхсенчи ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсен пахалăхĕ тата 2011 çулта пысăк элитлă сортсем туянас, ÿсен тăран калчисене чирсемпе хурт-кăпшанкăсенчен хÿтĕлес ыйтупа Россельхозцентрăн Тăвайри филиалĕн начальникĕ В.Я.Синяков чарăнса тăнă. Ялта тавар туса илекенсене выльăх апачĕшĕн патшалăх компенсаци парса пулăшасси çинчен И.В.Воронцова тĕп специалист-эксперт каласа панă. Куçман пурлăха регистрацилесси тата çĕр участокĕсен харпăрлăх прависене йĕркелесси çинчен пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ А.И.Михайлов сăмах илнĕ. 2011 çулта ял хуçалăх предприятийĕсене кредитласси çинчен “Россельхозбанк” УАОн аслă экономисчĕ Н.И.Гаврилов тата Раççей Перекет банкĕн Тăвайри хушма офисĕн заведующийĕ А.П. Краснов ăнлантарса панă.
Практикăлла пайра 2011 çул валли производствăпа финанс планĕ тата 2010 çулшăн çулталăк отчечĕ тăвас ыйтусемпе ял хуçалăх секторĕн заведующийĕ Л.И.Берилло тата И.В.Воронцова тĕп специалист-эксперт паллаштарнă.
"Ял ĕçченĕ"